Чӑваш Енре пуҫламӑш классенче вӗренекенсене пурне те вӗри апатпа апатлантараҫҫĕ

 РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Татьяна Голикова вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсас тата шкул ачисене тӳлевсĕр вĕри апатпа тивĕҫтерес ыйтусемпе ĕҫлекен штабăн ларăвне ирттернĕ, ун чухне шăпах та кун пирки пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Тĕлпулăва регионсенче асăннă ыйтупа еплерех ĕҫлесе пынине пăхса тухас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пурнăҫа кĕнипе кĕменнине пăхса тухнă, кĕҫĕн классенче вĕренекенсене тӳлевсĕр апатлантарас ĕҫ мĕнле шайра пулса пынине те тишкернĕ.  

«Иртнĕ ҫулта эпир кăштах ытларах та палăртнă тĕллевсенчен ĕҫе йĕркеленĕ.  Кĕҫĕн классенче вĕренекенсене анчах мар, сахал тупăшлă, нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекеннисене те тӳлевсĕрех апатлантаратпăр шкулсенче. Пĕлтĕр тĕллеве пурнăҫа кĕртме 75 млн тенкĕ республика хыснинчен уйăрнă. Кăтартăва кăҫал тата та хăпартнă, вăл 120 млн тенкĕпе танлашать, вăтамран  патшалăх пулăшăвне 12 пине яхăн шкул ачи тивĕҫет», – тесе пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Кун йĕркине кĕртнĕ ҫивĕч ыйтусенчен тепри – шкулсене тĕпрен юсасси.   Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен 2,3 млрд тенкĕ уйăрнă.  Укҫа-тенкĕне Чăваш Енри 31 шкула тĕпрен юсама тăкакланĕҫ, вĕсенчен кăҫал 12-шне, 2023 ҫул валли 18 шкул ҫĕнетме пăхса хăварнă.

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен тата та заявка тăратма шутлать Чăваш Республики, тепĕр 22 шкула юсасси пирки плана кĕртет.   

Ҫакнашкал программа республикăра пĕлтĕртенпех пурнăҫа кĕме тытăннă.  Кун пирки те хыпара пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Пĕлтĕр эпир регионта 53 шкула тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ.  Программа кăҫалтан ҫĕршыв Президенчĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн мĕнпур субъектсенче анлăн пурнăҫа кĕме тытăннă. Пирĕншĕн тата та аван, пире пĕлтĕр пуҫланă ĕҫе кăҫал малалла тăсма май парать.  Пысăк тĕрев куҫать региона.  Пухăннă ĕҫ опычĕ, пуласлăхра мĕнпур ĕҫсен хăвăртлăхне ӳстерме витĕм кӳрĕ.  Ачасене тӳлевсĕр вĕри апатпа титвĕҫтерес ыйту та кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырать республикăра.  Кĕҫĕн классенче вĕренекенсем вăхăтра апатланаҫҫĕ, вĕсене тивĕҫтерекен апат-ҫимĕҫ пахалăх шайĕ пысăк», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Республика ӳлĕмрен те программăсене хапăл тусах йышăнĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшĕ», –  тесе ҫирĕплетсех каланă регион Ертӳҫи.  



03 февраля 2022
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter