Чӑваш Енри муниципалитсенче инвесторсемпе тата бизнеспа ӗҫлекен командӑсем пулĕҫ
Кирек мĕнле района е хулана аталантарма нухрат кирлĕ. Муниципалитета укçана илĕртме майсем туса памалла. Ку енпе Чăваш Республикинче чылай ĕç пурнăçа кĕрет. Кашни районăн е хулан хăйнеевĕрлĕхĕ пур. Унпа туллин усă курмалла. Ку кăна та мар. Муниципалитетсен пĕр-пĕринпе пĕрлешсе проектсем пурнăçламалла. Çакна шута илсе районсене çыхăнтаракан çулсене тумалла. Сăмахран, 2023-мĕш çулта Куславккаран Сĕнтĕрвăррине асфальтлă çулпа çитме май пулĕ. Ку та услама районсен аталанăвне нухрат хывма явăçтармалла.
НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «Шупашкар районĕ инвестици енĕпе питĕ илĕртет теççĕ. Хула çумĕнче, транспорт инфраструктура питĕ лайăх. Инвестор хăйсем пирĕн пата килеççĕ. Эпир вĕсене пулăшма тăрăшатпăр. Пĕрле ĕçлетпĕр, калаçатпăр. Катерсемпе кимĕсем валли проект пуçарать усламçă. Тата логистический центр халь çĕнни туса лартрĕç. Çан пек ĕçсем тата пур пирĕн».
Муниципалитетсен историйĕ те кăсăклă. Ку туризма аталантарма май парать. Координаци канашĕн ларăвне Тюмень облаçĕн кĕпĕрнатăрĕн советникĕ Ольга Езикеева хутшăнчĕ. Районпа хула ертӳçисене вăл хăйсен тăрăхĕнчи паха опытпа паллаштарчĕ.