Экотехнопарк уçасшăн

Республика ертӳçи Олег Николаев «Газэнергострой» корпораци пайташĕсемпе тĕл пулчĕ. Чăваш Енре экотехнопарк тăвассипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе яврĕç. «Газэнергострой» корпорацийĕн Президенчĕ Сергей Чернин экотехнопарк тăвас ĕçре инвестици хывма хатĕррине пĕлтерчĕ. Хытă каяшсене, строительствăри ăпăр-тапăрсене пухса тирпейлессипе сахал мар витĕм кӳрĕ çĕнĕ технологиллĕ тытăм. Унта хут, пластик, аккумуляторсем тата ытти те тирпейлĕç. Ĕçе пурнăçа кĕртиччен регионти операторпа пĕрле пăхса тухĕç. Республика ертӳçи Олег Николаев экотехнопарк валли вырăн пăхса хунине каларĕ. Тĕл пулура биогаз станцине хута ярассине те, биомедицина каяшĕсене ĕçе кĕртессине те пăхса тухрĕç. Çак енпе шăпах регионсенче çителĕклĕ тимлĕх уйăрмаççĕ иккен. «Газэнергострой» корпорацийĕн Президенчĕ Сергей Чернин каланă тăрăх, кăшăллă вирусран сипленĕ хыççăнхи ăпăр-тапăрсене çунтарма çĕнĕ йышши кăмакасем хатĕрлесе кăлараççĕ, вĕсем тĕрлĕ температурăпа вируссене çунтарма пултараççĕ. Кăмакана çын алли перĕнмест.



НТРК
03 февраля 2022
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter