Чӑваш Енре шкул ачисене дистанци мелĕпе вӗрентессине малалла тӑсаҫҫӗ тата суту-илӳ центрĕсенче ача-пăча вылямалли зонăсене вăхăтлăха пăрахăҫлама хушаҫҫĕ

Чӑваш Енре шкул ачисене дистанци мелĕпе вӗрентессине малалла тӑсаҫҫӗ тата суту-илӳ центрĕсенче ача-пăча вылямалли зонăсене вăхăтлăха пăрахăҫлама хушаҫҫĕ

Халăх йышлă пухăнакан мероприятисене урамра та ирттерессине пăрахăҫлама йышăннă паянхи коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, чирлекенсен шучĕ 5,2 хут та ытларах ӳснĕ. Кăтарту лăпланса ларма ыйтмасть, кăрлач уйăхĕнче COVID-19  чирпе чирлекенсен шучĕ 10 хут нумайланнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, кăшăл вирус чирĕ регионта алхасса пынине палăртнă.  Амбулатори мелĕпе сипленекенсем сахал мар республикăра.  «Апла пулсан, малтанласа йышăннă йышăнăва малалла та пурнăҫлама тивет хăш-пĕр уйрăм муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче. Пĕрремĕш классенче вĕренекенсем нарăс уйăхĕнче канăва каймалла, халĕ вĕсене часах тен яма юрĕ.  Ытти классенче тăрăшакансене дистанци мелĕпе вĕрентме сĕннĕ. Суту-илӳ центрĕсен ĕҫĕсене те ҫĕнĕлле пăхса тухмалла, уйрăмах ачасемпе ытларах  ăҫта ҫӳреҫҫĕ, ҫавсем ҫине тимлĕх уйăрмалла. Тĕрлĕ вăйăсем ирттерессине те пăрахăҫламалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ.  Паян ятарлă указа хушма ҫĕнĕлĕх кĕртесси пирки ĕҫ хутне хатĕрлеме чĕнсе каланă.

Кунсăр пуҫне обществăлла  апатлану вырăнсенче банкетсем ирттерессине те пăрахăҫлама сĕннĕ паянхи ларăва пухăннă ертӳҫĕсем.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн докладĕнче, паянхи кун тĕлне регионта 54 шкулта дистанци мелĕпе шкул ачисене вĕрентнине хыпарланă. Республикăри 18 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче лару-тăру пур-пĕрех ҫивĕч пулнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Вĕренӳ учрежденийĕсенче чирлекенсен шучĕ пĕчĕк мар. Шкул ачисен йышĕнче омикрон ернĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çавăн пекех ОРВИпе чирленисем те нумаййăн»,  пĕлтернĕ вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче регионта ачасем сахал мар чирленине каланă.  Луру-тăру пур-пĕрех ҫивĕчленсе пынине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи.   Малтанхи эрне кăтартăвĕсене пăхас пулсан, ку эрнере чирлекенсен йышĕ 5,2 хут ӳснĕ имĕш.  Ачасем аптрани пурсăмăра та пăшăрхантарать. Республикăра чирлекенсен кашни тăваттăмĕшĕ ача тесе шута илнĕ.

«Усал чире  парăнтарас тесе  ятарлă ыйтăм анкета пухнă халăхран. Ҫынсем хăйсен ачисене вакцинацилеме шутлаҫҫĕ е ҫук тесе. Ăнсăртран мар, нумайăшĕ килĕшнĕ. Паллă, сăлтавĕ те, никам та хăйсен ачисене чирлеттересшĕн мар. Усал чир пĕр ерсен, унтан уйрăлма хĕн.    Региона 960 доза «Спутник М» илсе те килнĕ.  Вĕсенчен 427-шĕпе усă курнă халăх.  Палăртнă вакцинăпа 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнĕ ачасене тăваҫҫĕ»,  тесе пĕлтернĕ вице-премьер Владимир Степанов.

Паянхи ларура тепĕр пысăк ыйтăва та пăхса тухнă. «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва каярах йĕркелесе ирттерме палăртнă. Сăлтавĕ усал чире пула.  Кун пек сĕнӳпе Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров тухнă.  

«Паллă, мĕнпур мероприятисене  ирттерес пулсан пур-пĕрех ҫирĕп  йĕрке пулмалла, хăрушсăрлăх тени малти вырăна тухмалла.  Вакцинаци туни пирки хыпарсем пулмалла, ПЦР-тест та кирлĕ пулсан тумалла. Йĕркесене пурин те пăхăнмалла, вĕсене пăсма ирĕк пулмалла мар никамăн та», тесе каланă Олег Николаев.

Роспортребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Вера Головач хăйĕн докладĕнче кăҫал чăнласах та кăшăл вирус чирĕпе аптракансен йышă кăрлач уйăхĕнче  ытларах ӳснине ҫирĕплетсе каланă.  Уйрăмах Каҫал енре, Шăмăршăра, Ҫĕрпӳ районĕнче, Канаш хулипе Улатăр хулинче лару-тăру аванах маррине палăртнă асăннă ведомство пуҫлăхĕн ҫумĕ.  Мĕнпур чирлекнсенчен 39 проценчĕ ытла Шупашкар хулинче пурăнакансем.



04 февраля 2022
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter