«Граждансене патшалăх енчен пулӑшу памалли майсем пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫан виҫе шайӗнчен ҫӳлерех тупӑш ӳстерме пулӑшмалла», – тенĕ Олег Николаев

«Граждансене патшалăх енчен пулӑшу памалли майсем пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк  укҫан виҫе шайӗнчен ҫӳлерех тупӑш ӳстерме пулӑшмалла», – тенĕ Олег Николаев

Регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫинчен те сахалрах тупăшлисен шутне чакарассипе ĕҫлекен ĕҫ ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ, регион программине епле пурнăҫланигне пăхса тухнă.

Правительствӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче – ҫынна аталанма тата ӑна хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан майсем тӑвасси, предприниматель пуҫарӑвӗсене пулӑшасси, пурӑнма хӑтлӑ тата хӑрушлӑхсӑр хутлӑх йӗркелесси, граждансене социаллӑ пулӑшу парасси ыйтусем пĕлтерĕшлисем шутланаҫҫĕ.

«Ку ĕҫе кулленех йĕркелесе пымалла, мĕнпур мероприятисене комплекслă пăхса хăвармалла.  Чи малтанах патшалăх енчен куҫакан тĕрлĕ пулăшусем пирки тĕплĕн тишкерӳ тумалла. Йывăр лару-тăрăва лекнисем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Раҫҫей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, пирĕн пулăшу мерисене ҫапла йĕркелемелле, вĕсемпе усă куракан кашни ҫемье, е тата уйрăм ятарлă граждансем вĕсене тивĕҫмелле, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫин шайĕ те вĕсен хăпармалла.  Кирек епле патшалăх пулăшăвĕ те халăхшăн усăллă пулмалла, тупăш памалла. «Пирӗн тӗллев – вӗсене хӑйсен бизнесне аталантарма, тавар туса илекенсен регионти тата тӗнчери сыпӑкӗсене хутшӑнтарма майсем туса парасси, ҫав майсем вӗсене ӑнӑҫуллӑ предпринимательсем тата тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫ паракансем пулса тӑма пулӑшчӑр», – тесе каланă вăл.

«Енчен те ҫын предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшса пăхма шутлать пулсан, вĕсене валли те тĕрлĕ условисем йĕркелесе пама тăрăшмалла. Ун чухне ҫын вăй илсе аталанса кайма пултарĕ, патшалăх пулăшăвне туйса ĕҫлесен, тупăш та ӳсесси часах пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен институчӗ ҫине те тимлӗн пӑхмалла. Хальхи вӑхӑтра хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем шутланнӑ май патшалӑх ҫав категорие кӗрекенсем валли палӑртнӑ пулӑшӑвӑн мӗнпур майӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ. 

Чăваш Республикин вице-премьерĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Экономика министерстви йышăннă тĕрлĕ килĕшӳсем пирки каласа хăварнă. Халăха ĕҫпе тивĕҫтерекен центрсенче ҫынсене кирлĕ пек сĕнӳсем парса пулăшнине асăннă вăл.  «Манăн бизнес» центрта юридици пулăшăвне тӳлевсĕр тивĕҫме пултараҫҫĕ предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансем.  Кунсăр пуҫне ытти  пулăшу мерисем те сахал мар илме пулать унта.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн докладĕнче регионта сахал тупăшлисен шутне чакарассипе  лайăх ĕҫленине, кăтартусем япăх маррине хыпарланă, регион программине туллин тивĕҫтернине те асăннă вăл.   Республикăра виҫҫĕмĕш ҫул социаллă контрактсемпе курăмлă ĕҫлени куҫ кĕретех. «Сахал тупăшлă граждансем патшалăхăн социаллă пулăшăвне туллин тивĕҫеҫҫĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнисене те вăхăтра тĕрев параҫҫĕ регионта. Социаллă контрактсене тĕпе хурса патшалăхăн пулăшăвне туллин усă курса пыраҫҫĕ», – тесе хушса каланă вăл.  

 



04 февраля 2022
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter