Олег Николаев сывлӑх енчен хавшакрах хӗрачана ятарлӑ велотренажер парса хавхалантарнă

Олег Николаев сывлӑх енчен хавшакрах хӗрачана ятарлӑ велотренажер парса хавхалантарнă

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Надежда Мидейкинăн  ĕмĕтне пурнăҫланă.  Паян республика Ертӳҫи Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă, хĕр ача пурăнакан  туслă  та пысăк ҫемйипе паллашнă.  

Палăртнă ҫемйере виҫĕ ача ҫитĕнет.  Аслă ывăлĕсем 27 ҫулта. Вĕсем автомеханик пулса тăрăшаҫҫĕ, ашшĕ-амăшне те кĕҫĕн йăмăкне воспитани пама пулăшаҫҫĕ.

Надя килте вĕренет.  Учительсем унăн ăс-тăнне пысăка хурса хаклаҫҫĕ. Вăл чăнласах та ыттисемшĕн паха тĕслĕхре тесе калаҫҫĕ ун пирки. Хăйĕн тавра-курăмлăхне кулленех пуянлатса, ăс-хакăл тĕнчине ӳстерсе пыма тăрăшать хĕрача.   Хĕрачан амăшне Алина Николаевна тесе чĕнеҫҫĕ, ашшĕ – Александр Николаевич.  Вĕсем хапăл тусах хăйсен ачине вĕрентсе пыраҫҫĕ, тарăн пĕлӳ илсе ҫитĕнсе ҫитсен хăйне кăмăла каякан профессине алла илме пултартăр тесе пикенеҫҫĕ.  Надя питĕ  нумай кĕнеке вулать, пушă вăхăтра ӳкерме юратать.  

«Унăн ĕмĕчĕ ҫĕнĕ ҫулта пурнăҫланман пулин те, пур-пĕрех паян унăн кĕтнĕ саманчĕ ҫитнĕ.  Паян ăна велосипед парса хавхалантарнă. Ятарлă техника хăйне евĕр.  Ăна кирек-ăҫта та туянма ҫук. Унăн хăйне евĕр специфики кашни ҫынна валли тĕрлĕрен. Пысăк ĕмĕтлĕ ҫынсен шухăшне яланах тĕпе хуни пĕлтерĕшлĕ, вĕсемшĕн тăрăшни те пархатар пулĕ», - тесе каланă Олег Николаев.        

Велосипед - тренажёра ятарласа сусăр ачасене валли хатĕрлеҫҫĕ.  Вĕсем ачасене аталанма витĕм кӳреҫҫĕ, кĕлетке-ҫурăма, алă-урана лайăхрах ĕҫлеттерме пулăшаҫҫĕ.  Ятарлă аппарата хатĕрлеме ачан кĕлеткине тĕпрен тишкернĕ: тăршшĕне, урине те шута илнĕ.  

Мидейкинсен ҫемьи пысăк авторитетпа палăрса тăрать ял-йышра. Вĕсем сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыраҫҫĕ, ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Ял тăрăхĕнче сумлă ҫынсем час-часах тĕрлĕ мероприятисене йĕркелесе ирттерме те пулăшаҫҫĕ. Вĕсене вырăнти халăх хисеплени куҫ кĕретех.



04 февраля 2022
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter