«Справедливая Россия» партин çĕнĕ ертӳç

«Справедливая Россия» политика партин регионти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Пухăннисем партин регионти уйрăмĕн председателĕн Игорь Моляковăн ĕç пĕтĕмлетĕвне итлерĕç. Çĕнĕ ертӳçĕ – Анатолий Аксакова суйларĕç. Унăн кандидатне партин тĕп канашĕн Президиумĕ суйланă. Игорь Моляков республикăри Патшалăх Канашĕн иртнĕ суйлавне, районсенчи депутатсен пухăвĕн ĕçне те хак пачĕ. Регионта пурăнакансен йывăрлăхĕсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. Игорь Моляков партин регионти уйрăмĕн председателĕ пулма Патшалăх Думин депутатне Анатолий Аксакова сĕнчĕ. Конференцие хутшăннă 44 делегат та вăрттăн сасăлава хутшăнчĕç. Политика партин регионти уйрăмĕн конференцине республика Пуçлăхĕ Олег Николав та хутшăнчĕ.



НТРК
04 февраля 2022
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter