Республика Пуçлăхĕн парни Надьăна маттур пулма пулăшĕ

«Ĕмĕтсене пурнăçлакан елка» акци çĕршывĕпе çуллен пин-пин ачана савăнăç кӳрет. Пĕри самолетпа тӳпене çĕкленесшĕн, тепри пушарнăй ролĕнче пулса курасшăн — вĕсен кăмăлне министрсем, кĕпĕрнаттăрсем, патшалăх службинчи сумлă ытти должноçри çынсем — Президент таранах — хутшăнаççĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлт ялĕнче пурăнакан 9 çулти Надя Мидейкина вара Хĕл Мучирен велотренажер парнелеме ыйтнă. Вăл ăна питĕ-питĕ кирлĕ. Эрнекун хĕр пĕрчи патне хăнана республика Пуçлăхĕ Олег Николаев килчĕ. Пушă алăпа мар…

Регион ертӳçи çитиччен Мидейкинсен ялти хисеплĕ çемйипе çывăхрах паллашма май пулчĕ. Александр Николаевичпа Алина Николаевна 28 çул пĕрле ĕнтĕ. Аслă ывăлĕсем, Сергейпе Андрей, çитĕннĕ — иккĕшĕ те Мускавра ĕçлеççĕ. Кĕçĕнни, Надежда, инвалид — велотренажер ăна ярăнма та, сывлăхне çирĕплетме те пулăшĕ. Тĕрĕссипе, çемьен пĕтĕм пурнăçĕ хĕр пĕрчи тавра çаврăнать тени те вырăнлă. Амăшĕ, авă, ĕçе те çӳреймест — ачана пăхмалла, сиплеме илсе çӳремелле. Шупашкарти хевтесĕр ачасен реабилитаци центрĕнче пулнă, Крымра сипленнĕ — çывăх вăхăтра унта каллех каясшăн. Çакăн усси пурри куçкĕрет — ача, ав, хăй тĕллĕнех утма та хăтланать.

Акă республика Пуçлăхĕ те килсе çитрĕ. Хĕл Мучи парни кăшт каярах юлса çитнĕшĕн каçару ыйтрĕ. Унччен кунашкал велотренажерсене чикĕ леш енчен кӳме тивнĕ, халь вара хамăр çĕршыврах туса кăлараççĕ. Анчах — пĕртен-пĕр заводра кăна. Çавăнпа тăхтама тивнĕ. Ача тренажера ним шикленмесĕр утланчĕ — савăнăçĕ куç тулли. «Унăн велосипед пурччĕ-ха, анчах пĕчĕкскерччĕ — ку ӳсĕм валли мар», — тет амăшĕ. Хайхи велотренажера вара çемье интернетра тахçанах куç хывнă. Йӳнĕ мар та — туянма тăхтанă. Çĕнĕ çул умĕн вара çĕршывĕпех пыракан акцие хутшăнса пăхас тенĕ — тен, Хĕл Мучи пулăшĕ? Надьăпа пĕрле ун ячĕпе çыру çырнă. «Ĕмĕтĕмĕр пурнăçланасса шансах та кайманччĕ. Парне пуласси çинчен шăнкăравласа каларĕç те — кăшкăрсах ятăм», — пытармарĕ Алина Николаевна. Ахаль парне мар вĕт. Виçĕ кустăрмаллă велосипедпа ярăнма та меллĕ, тренажер вырăнне усă курма та лайăх: кайри кустăрмисене çĕклесе хума пулать — педальсене пӳртрен тухмасăрах çавăр кăна.

Надя хăй те республика Пуçлăхĕ валли парне хатĕрленĕ иккен. Хăйĕн аллипе тунă ӳкерчĕке парнелерĕ. Унта хура кушака сăнланă — Пушок пулинех. Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулăшнипе ӳкерчĕк ятна те часах тупрĕç — «Ăслă кушак», Пушкин поэминчи кунĕн-çĕрĕн сăнчăр тăрăх çӳресе юрă юрлаканни, юмах яраканни. Олег Алекссевич парнене хумханса йышăнчĕ, хĕр пĕрчине маттур пулма сунчĕ. Хăй вăл ку Çĕнĕ çулта маларах виçĕ ача ĕмĕтне пурнăçланă ĕнтĕ, Надя тăваттăмĕш пулчĕ. Журналистемпе калаçнă май ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçламалли çак акци парне илекенсемшĕн кăна мар, парне паракансемшĕн те пысăк савăнăç пулнине палăртрĕ. Вăл çынсене, обществăна ырăрах пулма май парать — çакă чи хакли.



Хыпар
07 февраля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter