Республикӑра медицина енӗпе консультаци паракан центр хута кайӗ

Центр Шупашкар хулинче Волонтерсен центрӗн бази ҫумӗнче ӗҫлӗ, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн амбулатори звени ҫине тиенекен йывӑрлӑха пӗчӗклетме май парӗ. Центрта амбулатори мелӗпе сипленекен чирлӗ ҫынсене телефонпа консультаци парӗҫ, дистанци мелӗпе сӑнаса тӑрӗҫ.

"Коронавирус лару-тӑрӑвӗ халӗ питӗ йывӑр.  Чирленӗ ҫынсен йышӗ ӳсет, хӑшӗ-пӗри  килте сипленет, стационарта сипленекен ҫынсен шучӗ те ӳсет. Эпир амбулатори мелӗпе сипленекен чирлӗ ҫынсене  сӑнаса тӑтӑмар. Эпир хальхи технологисемпе усӑ курса ҫӗнӗ ҫул-йӗрсене аталантарас енӗпе те хастар тӑрӑшатпӑр", – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республика Правительствин вице-премьерӗ – Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов центрта консультацисем  медицина ӗҫченӗсем парӗҫ тесе пӗлтернӗ. "Пирӗн  пата 122, 103 тата 112 номерсемпе  час-часах шӑнкӑравласа тухаҫҫӗ. Шӑнкӑравсен 30 процент ытла  кулленхи йӑлари ыйтусемпе ҫыхӑннӑ", – палӑртнӑ сывлӑх  сыхлавӗн министрӗ.

Паянхи кун хушшинче медикӑпа консультаци центрӗнче тест ӗҫӗсем  туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ, унтан вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫлама пултарать.

Халӗ, республикӑн   Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем республикӑра пурӑнакан 11 пин ытла ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 



07 февраля 2022
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter