Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ

Паян Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче "Çамрăк ученăй" тата "Çулталăк аспиранчĕ" конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Унта вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева, ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов хутшăнчĕç.

Дмитрий Анатольевич каланă тăрăх, çамрăк тĕпчевçĕсене тĕрлĕ стипендипе, премипе хавхалантараççĕ, пултаруллисене грантсем параççĕ. Çамрăксене наукăна явăçтарас тĕллевпе çывăх вăхăтра çурт-йĕр сертификатне пама пуçлĕç.

Чăваш Енре наукăпа кăсăкланакан сахал мар. Вĕсен интересĕсем пĕчĕк мар. Акă Аграри университечĕн доценчĕ Артур Семенов экономика хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене тĕпчет. Çамрăк ученăй палăртнă тăрăх, паянхи экономикăна пандеми нумай витĕм кунĕ.



Хыпар
08 февраля 2022
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter