Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева "Сăр чикки" ятлӑ пулас ҫӗнӗ оперăн фрагменчӗсемпе паллаштарнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева "Сăр чикки" ятлӑ пулас ҫӗнӗ оперăн фрагменчӗсемпе паллаштарнӑ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейри паллă композиторпа, Раççей халăх артисчĕпе Александр Чайковскипе тĕл пулнӑ. Унта çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ - Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Максим Матросов, ыттисем хутшăннă.

Хăна пирки çакна каламалла: вăл хăйĕн пултарулăхĕпе академи музыкин тĕрлĕ жанрне парăнтарнă. 9 опера, 3 балет валли пысăк произведенисем çырнă. Çавăн пекех унăн ораторисем, симфонисем те пур.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне "Сăр чикки" опера лартма  тĕллев лартнă. Шăпах ун валли музыка çырас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлĕ те Александр Чайковский. Асăннă ыйту тавра та калаçнă тĕлпулура. Сăмах май, оперăн пĕр пайне итлеттерсе кăтартнă. Чăн та, чуна пырса тивеççĕ унăн хĕлхемĕсем. Чăваш халăх кĕввипе те усă курнине палăртнă маэстро. Вăл ăна питĕ килĕшет иккен.  "Оперăпа ыранах ĕçлеме пуçлăпăр", - тенĕ вăл.

 

Фото Василия Кузьмина



Хыпар
08 февраля 2022
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter