Чӑваш Республикинче Ҫӗмӗрле хулинче хуҫасӑр чӗрчунсене валли приют тӑвасшӑн

Чӑваш Республикинче Ҫӗмӗрле хулинче хуҫасӑр чӗрчунсене валли приют тӑвасшӑн

Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин сӗнӗвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере  пулакан планеркӑра ырланӑ.

"Мероприятисем ирттерме пире кирек мӗнле пулсан та ҫавӑн пек объект кирлӗ. Ҫакӑ пур чӗрчуншӑн та, килтисешӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ку ыйтӑва татса памалла, тӑкаксене пӑхса тухмалла, тухӑҫлӑх ҫине те тимлӗх уйӑрмалла", – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Олег Николаев республикӑри адреслӑ инвестици программине объекта  кӗртмеллине каланӑ, приют тумалли проекта кӗске вӑхӑтра пӑхса тухма хушнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин территорийӗнче Шупашкар хулинчи пӗр муниципалитетра приют пур. Унта 350-500  чӗрчун вырнаҫтарма май килет. Кӳкеҫ поселокӗнче 150 пуҫ таран чӗрчун  вырнаҫтарма вӑхӑтлӑх приют ӗҫлет.

Хуҫасӑр чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑру – выльӑхсене пӑхса усрас сферӑра чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Ҫавӑн пек чӗрчунсем хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ, ҫавна май граждансенчен час-часах ҫӑхавсем те пулкалаҫҫӗ.

"Ҫӗршывра уйрӑм регионсенче йытӑсем тапӑнса ҫынсен сывлӑхне пысӑк сиен кӳни те пулнӑ. Кунта пирӗн  те тимлӗх уйӑрмалла, ҫавӑн пекех сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн лару - тӑрӑва уҫӑмлатмалла, кирлӗ мерӑсем кӗске вӑхӑтра тумашкӑн мероприятисен переченьне палӑртса хумалла", – тесе хушу панӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ,  ҫавӑн пекех чӗрчунсене тӳлевсӗр стерилизацилес ыйтӑва пӑхса тухма каланӑ, тивӗҫлӗ ӗҫ хучӗсене хатӗрлеме хушнӑ.

 



08 февраля 2022
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter