Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗ аслӑ та пуян. Эсир прогреса хӑватлӑ вӑй кӳретӗр, сирӗн ҫӗнӗлле шухӑшӑрсене, открытисемпе ҫитӗ­нӗвӗрсене пула ҫӗнӗ технологисем аталанаҫҫӗ, ҫын пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланса тата лайӑхланса пырать.

Паян эпир вӗренӳпе ӑслӑлӑха тата производствӑна пӗрлештерме тӗллев лартатпӑр, ӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланинчен экономикӑн тухӑҫлӑ аталанӑвӗ те, халӑх пурнӑҫӗн тулӑхлӑхӗ те нумай килет.

Ҫамрӑксене наукӑпа тӗпчев ӗҫне явӑҫтарма республикӑра ҫулсерен ҫӗр-ҫӗр тӗрлӗ ӑслӑлӑх мероприятийӗ иртет. «Ҫулталӑк аспиранчӗ», «Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» конкурссем тата аслӑ шкулсенчи ҫамрӑк преподавательсен «Уҫӑ лекци» фестивальне йӗркелесе ирттересси йӑлана кӗчӗ. Юлашки ҫулсенче регион Раҫҫейри тарӑн тӗпчевсен фончӗпе, Раҫҫейри наукӑсен академийӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать. Ҫамрӑк ӑсчахсемпе преподавательсене пулӑшасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Ӑслӑлӑх инфратытӑмӗ аталанать, хальхи вӑхӑтри вӗрентӳпе наука тата производство лабораторийӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Вырӑнти малта пыракан аслӑ шкулсем предприятисенче пысӑк технологиллӗ производствӑсем хута ямалли проектсене хатӗрлеме хастар хутшӑнни, тӗпчев институчӗсем туса хатӗрлекен япаласемпе пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче анлӑн усӑ курни – пирӗн пӗрлехи комплекслӑ ӗҫӗмӗрӗн паха кӑтартӑвӗ.

Пӗрле эпир Чӑваш Ене технологи тӗлӗшӗнчен ыттисенчен мала ирттерме, ӑна лайӑх аталаннӑ, вӑйлӑ та ӑнӑҫуллӑ региона ҫавӑрма пултарасси пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, пултаруллӑ ӗҫлеме иксӗлми вӑй-хал  тата ҫӗннине уҫма сунатӑп!     

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                   Олег Николаев



08 февраля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter