Хуçасăр йытăсем шар кăтартаççĕ

Хуçасăр йытăсем тискеррĕн çынсем çине тапăннă тĕслĕх сахал мар. Юлашки вăхăтра килсĕр тăрса юлнă йытăсем кĕтĕвĕпе нумай хутлă çурт картишĕсене апат шыраса илĕнеççĕ. Аслисем ачасемшĕн кăна мар, хăйсен пурнăçĕшĕн те пăшăрханаççĕ. Республикăн тĕрлĕ район-хулинчен регион ĕç-хĕлне тимлекен центра çак ыйтупа çăхавсем килеççĕ. Чĕрчунсем – пирĕн çывăх туссем теççĕ. Анчах та вĕсем сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратсан, чылайăшĕ урăхла шутлама пуçлать. Юлашки вăхăтра хуçасăр тăрса юлнă йытăсем тапăнни йышланнă. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Пĕлтĕр региона ертсе пыракан центрĕ çулталăкĕпе те халăхран ку енĕпе 400 çыру илнĕ. Вĕсене социаллă сетьсенче тата патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕнче йышăннă. Кăçал вара пĕрремĕш уйăхрах 94 çакнашкал çыру килни паллă. Чĕр-чунсемпе çыхăннă кăткăс ыйту Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче тата Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче уйрăмах çивĕч. Унта пурăнакансем пуринчен ытла çыру вĕçтернĕ». Йĕпреç салинче пурăнакансене те хуçасăр йытăсем канăç памаççĕ. Лару-тăрăва тишкерме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ. Сăнаса, шыраса пăхмасăрах урамра хуçасăр йытăсем кĕтӳпех чупса çӳренине асăрхама пулать. – Çак йытăсемпе ачасене шкулта çӳреме, шкултан килме питĕ хăрушă. Йытăсем урамра, чăнах та, нумай чупаççĕ. Йĕпреç салинче пурăнакансем палăртнă тăрăх, тăватă ураллисем ачасем хыççăн хăваланă тĕслĕхсем те чылай. Çавăн пекех вĕсем нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене те кĕрсех каяççĕ. Хуçасăр юлнă йытăсен ыйтăвне татса парасси – муниципалитетсен яваплăхĕ. Анчах та районсем çак ыйтăва хăйсен вăйĕпе çеç уçăмлатаймаççĕ, укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ пулсан та. ВАЛЕРИЙ ЧЕРНОВ: «Ульяновск облаçĕнчи пĕр предпренимателпе договор ал пусса çирĕплетме май килчĕ, анчах та тĕрлĕрен сăлтавсене пула çулталăк пĕтиччен çак йытăсене тытса стерелизовать тăваймарăмăр. Çавăнпа та эпир çак укçана каялла Чăваш Республикин бюджетне куçарса патăмăр». Кăçăл уйăрса панă укçана Йĕпреçсем ĕçе кĕртес тĕллевлĕ. Хуçасăр юлнă чĕрчунсем валли ятарлă усрав пункчĕ тĕп хулара пур, тата Кӳкеç поселокĕнче вахăтлăх усрамалли приют ĕçлет. Апла пулин те çак ыйтăва тĕпрен татса пама май памасть. Ирĕклĕн çӳрекен чĕрчунсем ытла та йышлă. Вĕсем çынна шар кăтартнăшăн явап тымалла пулатех. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Хуçасăр тăрса юлнă йытăсене пăхас ыйтупа вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсем яваплă. Администраци урамри йытăсене тытас тĕлĕшпе пĕр-пĕр усламçăпа ятарлă ĕç хучĕ çирĕплетет. Çак организацисем килсĕр йытăсемпе ĕçлеççĕ пулин те, вырăнти хăйтытăмлăх влаç оргнĕсем хăйсен çинчен яваплăха сирме ирĕк çук. Енчен те чĕрчун тапăнса çын сывлăхне шар кăтартрĕ пулсассăн вĕсем те куншăн яваплă пулĕç».



НТРК
08 февраля 2022
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter