Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗн мӗнлерех логотип пулӗ?

Кӑҫал Чӑваш Енре – Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Ҫавна май логотип и брендбук пулӗҫ. Мӗнлисем? Ӑна конкурс ирттерсе палӑртӗҫ.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса логотипӑн 23 варианчӗ килнӗ. Вӗсене комисси пайташӗсем пӑхса тухӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Эппин, эпир кӑҫал мӗнлерех логотип пулассине кӗҫех пӗлӗпӗр.



Чӑваш халӑх сайчӗ
08 февраля 2022
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter