Васкавлă йышăну
Кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ кунсерен ӳсет. Иртнĕ талăкра тата 947 çын çак амакпа чирленине палăртнă. 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Сыватмăшра тата килте сипленекенсен шучĕ кунсерен ӳсет. Кун пек чухне медицина ĕçченĕсене пĕрре те çăмăл мар. 103 тата 122-номерпе халăхран шăнкăрав йышăнакансем çитменни те васкавлă йышăну тума хистет. Çавна май Шупашкарти волонтерсен центрĕнче медикпа-консультаци центрне хута яма палăртнă. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура калаçрĕç. Центр сывлăх сыхлавĕнчи амбулатори тытăмĕн ĕçне çăмăллатма пулăшĕ. Унсăр пуçне чирлекенсене телефонпа пĕрремĕш канаш парĕç. Килте сипленекенсене дистанци мелĕпе пăхса тăрĕç. Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, шăнкăравсенчен 30 проценчĕ хуçалăхри ыйтусемпе çыхăннă. Операторсемпе калаçнă хыççăн вĕсене тӳрех татса параççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ технологисене усă курса ĕçлени ĕçе чылай çăмăллатма пулăшнине каларĕ. Хальлĕхе медикпа консультаци центрĕнче тест ĕçĕсем пыраççĕ, ун хыççăн вăл тинех ĕçлесе кайĕ. Республикăри сывлăх сыхлав министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паян кăшăллă вируспа чирлекен 11 000 çын сывлăхне тухтăрсем пăхса тăраççĕ