Тӗпрен юсав ӗҫӗсемшӗн тӑкаксене саплаштарма Чӑваш Енре ватӑсене заявлени ҫырмасӑрах тӳлӗҫ

"Ку питӗ усӑллӑ мера. 70 ҫултан аслӑраххисем,   пурте тенӗ  пекех вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисен статусӗсене тивӗҫлисем, кунта пирӗн енчен хушма пулӑшу кӑна пулать", - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче.

Чӑваш Ен ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗхӗн министрӗ Алена Елизарова информаци базисенче ҫавнашкал граждансем ҫинчен калакан информацин пысӑк пайӗ пуррине палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ ӗҫе икӗ уйӑх хушшинче йӗркелеме палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсама укҫа тӳленӗшӗн тӑкаксене каялла ватӑсене саккунпа килӗшӳллӗн 70 тата 80 ҫула ҫитнисене параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавнашкал компенсаци илме граждансем заявлени параҫҫӗ тата ҫынна ҫирӗплетекен документ кӑтартаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех паянхи ларура тепӗр ӗҫ хучӗ пирки те пӑхса тухнӑ. Сахал тупӑшлине ҫирӗплетекен документа хатӗрлессине  20 ӗҫ кунӗнчен пуҫласа 10 ӗҫ кунӗ таран кӗскетме палӑртнӑ тата НФЦ урлӑ гражданина регистраци тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнӑва илме май пуррине палӑртаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ проекта ларура ырланӑ. Проектпа, ҫав шутра гражданина е унӑн ҫемйине регистрацилесси ҫинчен йышӑну тунӑ чухне, вӗсен пурлӑхне комплекслӑн хаклама сӗнеҫҫӗ. Хаклас ӗҫе 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран ачасемшӗн тӳлеме уйӑракан ҫемьесен нушине хакланӑ чухне усӑ куракан темиҫе виҫепе туса ирттерӗҫ. Кун пек чухне гражданинӑн пӗр-пӗр пурлӑх пурри ҫинчен калакан сведенисене  ятарлӑ органсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленин шайӗнче ыйтӗҫ, урӑхла каласан, ҫынсен документсене пуҫтармалла пулмӗ.



09 февраля 2022
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter