Олег Николаев Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, дивизи командирĕ ячĕпе хисепленсе тăракан музее юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑ

Олег Николаев Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, дивизи командирĕ ячĕпе хисепленсе тăракан музее юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑ

Чӑваш Енре пӗтӗм ҫӗршывӗпе пӗлекен,  граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович Чапаев ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.

"Паянхи кун геройӗ, пирӗн республикӑра ҫуралнӑскер, ҫар ӗҫӗ-хӗлӗн историне пысӑк тӳпе хывакан паллӑ ҫын. Чӑваш Енӗн нумай ывӑлӗпе хӗрӗсем, ҫар ӗҫне хӑйсем валли суйласа илекенсем, унӑн паттӑрлӑхӗпе хавхаланса пурӑнаҫҫӗ. Унӑн пултарулӑхӗ хӑй тавра ҫынсене пӗрлештерме, вӗсене хавхалантарма тата ӗҫе йӗркелеме, чылай пысӑк йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултарнӑ", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чапаев сӑнарӗ Чӑваш Енри символсенчен пӗри, унӑн ячӗллӗ музей вара - чи кӑсӑкли туристсемшӗн. 1974 ҫулта уҫнӑранпа музей ӗҫӗпе 5 млн яхӑн ҫын паллашнӑ.  Дивизи пуçлăхне, пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçин паттăрне Чăваш Енре çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. 

Дивизи командирĕ ячĕпе хисепленсе тăракан музейре 2019 ҫулта пысӑк реконструкци пуҫланнӑ, ун хыҫҫӑн шалти пӳлӗмсене, коммуникацисене, оборудованисене пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ. Музейри экспозицисемпе сывлӑх енчен  хавшакрах ҫынсем  те паллашма пултараҫҫӗ, условисем ҫителӗклӗ.

Музей ӗҫченӗсем реэкспозицийӗ вӑхӑтӗнче Василий Иванович Чапаев Хӗрлӗ Ҫар геройӗ пулнине кӑна мар, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑнакан ҫын пулнине те кӑтартма тӑрӑшнӑ. Ҫӗнетнӗ экспозици Чапаев тунӑ Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем ҫинчен те, унӑн тӑшманӗсем – чехословаки корпусӗ, урал казакӗсем, Шурӑ юхӑмӑн Ҫарпуҫӗсем ҫинчен те каласа парать: В.С. Толстов атаман, Т.И. Сладков полковник, Н. Н. Бородино полковник, Учредительнӑй пухӑвӑн  Комитет  пайташӗсем, А.В. Колчак пирки те пӗлме пулать.

Ҫӗнетнӗ музей Чӑваш Енре  ҫитӗнекен яш-кӗрӗме гражданла-патриотизм воспитанийӗ пама витӗм кӳрет тата республикӑшӑн туризм вырӑнӗ пулса тӑрать.

 

 



10 февраля 2022
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter