В.И.Чапаев музейĕ куракансене йышăнма тытăнчĕ

Шупашкарта Граждан вăрçин геройĕ, Совет Союзĕнче чапа тухнă çар пуçĕ Василий Чапаев çуралнăранпа 135 çул çитнине паллă турĕç.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Ен хĕрарăмĕсен союзĕн председателĕ Наталия Николаева, тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Михаил Резников палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

2019-2021 çулсенче Шупашкарти В.И.Чапаев музейне реконструкциленĕ тата экспозицийĕсене çĕнетнĕ. Музее 1974 çулта уçнă, унта 5 миллиона яхăн çын пырса курнă.

Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Олег Николаева музей çуртне мĕнле юсани, экспонатсене еплерех çĕнетни, тач-панельпе музей ĕçĕ-хĕлĕ, унпа паллашмалли йĕрке, курав залĕпе кинозала мĕнле реконструкцилени çинчен каласа пачĕ. Фильмсем кăтартма иртнĕ ĕмĕрти оборудование те хăварнă, хальхи мультимедиа хатĕрĕсене — сенсор киоскне, плазма экранне, электрон фоторамкăна, мультимедиа проекторне — ĕçе кĕртнине пĕлтерчĕ.
ЧР Пуçлăхне, музее уçма пуçтарăннисене çĕнĕ экспонатсене ăслăлăх сотрудникĕ Николай Самылкин кăтартрĕ, ентешĕмĕр пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕпе кăсăклантарма пултарчĕ. 1974 çултанпа вырнаçтарнă кивĕ экспонатсем В.Чапаевпа çеç паллаштарнă, çĕннисем вара Пĕрремĕш тĕнче вăрçине те çутатаççĕ. Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн ентешĕмĕре Георги хĕресĕпе виçĕ хутчен тата Георги медалĕпе наградăланă. Çĕнетнĕ экспозицисенчен В.Чапаев йĕркеленĕ чаçсем, унăн тăшманĕсем — чехсемпе словаксен корпусĕ, Урал казакĕсем, Шурă çар пуçлăхĕсем В.Толстой атаман, Т.Сладковпа Н.Бородин полковниксем, Учредительнăй пуху членĕсен комитечĕ, А.Колчак адмирал — çинчен пайтах пĕлме пулать.

Кунти коммуникацисемпе оборудование улăштарнă. Халĕ музее инвалид урапипе те кĕрееççĕ. М.Суслов архитектор проекчĕпе тунă музей кăшкарне сыхласа хăварнă. Иртен-çӳрен куçĕ умне тухса тăракан стена çинче халĕ те — М.Фрунзе, В.Куйбышев, М.Тухачевский, А.Фурманов, И.Кутяков барельефĕсем.

Фойере иртнĕ çулсенчи пекех — «Хĕрлĕ çар» витраж. Кивĕ экспозицисенчен çĕннисене «Чапаев дивизийĕн çапăçу çулĕсем» панно, Э.Агоян скульптор ăсталанă В.Чапаев бюсчĕ, М.Григорянăн илемлетнĕ чеканка çаври, экспонатсен ячĕсене чеканка мелĕпе çырнă хронологи куçнă. Музейре В.Чапаев çуралнă XIX ĕмĕр вĕçĕнчи — XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи Будайка ялĕн диорами — ландшафт макечĕ — упранать.

— Музее юсаса çĕнетнĕшĕн пурте савăнатпăр, мĕншĕн тесен вăл паян илемлĕ, пурнăç кăларса тăратакан стандартсене тивĕçтерет, — терĕ Олег Николаев. — Юсава пурнăçлама укçа тĕрлĕ çăл куçран тупса уйăртăмăр. Василий Иванович пултаруллă, пуçаруллă, хăюллă çар пуçĕ пулнă, çĕр-çĕр çынна ертсе çапăçăва кĕнĕ, сахалрах йышпа вăйлăрах тăшмана çĕнтернĕ. Çак пахалăх кирек хăш ĕмĕрте, хальхи вăхăтра та, кирлĕ. Музей халăх хушшинче патриотлăх тĕллевĕсене сарма малашне те хастар хутшăнасса шанса тăратăп.

Олег Николаев экспозицисене çĕнетнĕ чухне çанă тавăрса ĕçленĕ Николай Самылкина ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕ. Пуçтарăннисем экран çине 1934 çулта тухнă «Чапаев» фильма мĕнле ӳкернине тишкернĕ документлă фильма курчĕç, реконструкци хыççăн музей çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă ятпа В.Чапаев мăнукĕн мăнукĕ Евгения Чапаева янă видеосалама алă çупсах йышăнчĕç.

В.И.Чапаев ячĕллĕ 25-мĕш дивизи ветеранĕсен союзĕн председателĕ Эдуард Матвеев ЧР Пуçлăхне музее реконструкцилеме бюджетран укçа уйăрнăшăн, халăхра патриотлăх юхăмне сарсах тăма май туса панăшăн тав турĕ.



Хыпар
10 февраля 2022
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter