Çĕннине пуçăнма киввине вĕçлемелле

Авари пулма пултараканнисен шутне 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен кĕртнĕ 219 хваттерпе пӳлĕмрен 530 çынна куçармалла. Çав çуртсем çичĕ муниципалитетра вырнаçнă: Вăрнар, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Тăвай районĕсенче, Шупашкар тата Çĕмĕрле районĕсенче. Чăрмавсăр мар. Вăрнарта, сăмахран, халь нумай хваттерлĕ çурт çĕклеççĕ. Анчах пушшисем пĕтĕмпе те тăватă хваттер кăна юлнă — вĕсене шăпах хайхи социаллă ушкăнсенчи граждансем валли туянĕç.

Анчах ку çителĕксĕр — тата тăватă хваттер кирлĕ. Строительство организацийĕ вара ку çурта туса пĕтернĕ хыççăн кăна теприне хĕклеме пуçлĕ. Çитес çул вĕçĕнче хута яма палăртаканскерте хваттерсем уйăрма пулать. Ку вăхăт вара тивĕçтермест. Маларах кирлĕ — мĕн тумалла?

Строительство министрĕ пĕртен-пĕр мел кăна курать: авари пулма пултаракан çуртсенчи хваттерсене бюджет шучĕпе туянмалла та çынсем çав укçапа хăйсем хваттерсем туянччăр. Райадминистрацие çынсемпе çак мел пирки калаçма сĕнчĕç. Çĕмĕрле влаçĕсен те çакăн пирки шухăшласа пăхмалла. Сăмах май, авари пулма пултаракан çуртсем унта уйрăмах нумай, Шупашкартинчен те ытларах — 22 пин тăваткал метра яхăн. Çавăнпа хулашăн çивĕч ыйтăва татса пама асăннă мелпе те усă курни, паллах, вырăнлă пулĕ. Шупашкарсем вара, министр тĕшмĕртнĕ тăрăх, ку меслете йышăнасшăн пулмĕç. Тепĕр тесен, Денис Спирин сити-менеджер каланă тăрăх, Ашмарин урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă. Унта юхăннă çуртсенче пурăнакансене куçарĕç, çавăн пекех муниципалитет нушисем валли те хваттерсем пулĕç. Çурт строительстви валли хула бюджетĕнче хушма 23 миллион тенкĕ тупмалла.

Шупашкар районĕ те 40 хваттерлĕ çурт тума палăртнă. Ун валли çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Администраци пуçлăхĕ Николай Хорасев проектпа смета документацийĕ хатĕрри çинчен те пĕлтерчĕ, анчах ăна экспертизăна та паман иккен-ха – тата уйăх çурă иртĕ… Паллах, Олег Николаева ку тивĕçтермерĕ, вăл район пĕлтĕр те социаллă ушкăнсенчи граждансене хваттерсемпе тивĕçтерс енĕпе ăнăçлă ĕçлейменнине аса илтерсе кăмăлсăрланчĕ.

Ĕçсене васкатас тени ăнсăртран мар. ЧР Пуçлăхĕ 2017 çулччен авари пулма пултараканнисен шутне кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансене куçармалли программăна çитес çулăн пĕрремĕш кварталĕнче вĕçлессине палăртрĕ. Тăрăшсан кăçалах вĕçлеме те пулать. Çакă 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнча 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен юхннă тесе йышăннă çуртсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе хăвăртрах ĕçе пуçăнма май парĕ, программа валли федераци укçине ытларах илме май пулĕ. Çĕнĕ программăна кĕмеллисем — 298 çурт. Ăна пурнăçлама, малтанлăха палăртнă тăрăх, 5 миллиард тенке яхăн кирлĕ.



Хыпар
11 февраля 2022
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter