Олег Николаев пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе йышӑннӑ анлӑ плана пурнӑҫлас ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе каланӑ строительсене

Олег Николаев пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе йышӑннӑ анлӑ  плана пурнӑҫлас ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе каланӑ строительсене

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ строительство организацийӗсен представителӗсемпе канашланӑ май ҫӗршыв Президенчӗ палӑртнӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫӗн анлӑ планне пурнӑҫламаллине палӑртнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев территорисене комплекслӑ майпа лартмалли механизмсем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхма хушнӑ. Вӑл кӑҫал строительство отрасльне инфратытӑм туса хурассипе, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ граждансене пулӑшу парасси малалла тӑсӑлассине палӑртнӑ.

2021 ҫулта федераци  проектне тӗпе хурса  пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин мероприятисен шайӗнче 2,2 ҫухрӑм тӑршшӗ  автомашинӑсем валли виҫӗ ҫул туса хатӗрленӗ тата ытти те. Раҫҫей Федерацийӗн регионсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн ларӑвӗнче  Чӑваш Республики бюджет кредичӗсене 3,7 миллиард тенкӗ чухлӗ  илме тӑратнӑ заявкине ырланӑ. Асӑннӑ укҫа-тенкӗне 2022–2023 ҫулсенче пилӗк приоритетлӑ проект валли тӑкаклама палӑртнӑ.

2022 ҫулта Шупашкар хулинче шыв пӑрӑхӗсен 1 сетьне, 2 канализаци тата  хӑш-пӗр ҫул-йӗр строительствин ӗҫӗсене вӗҫлеме палӑртнӑ.

"Паллах, ҫавнашкал пысӑк плансене пурнӑҫланӑ май пирӗн граждансене, енчен те вӗсем палӑртнӑ категорине кӗреҫҫӗ пулсан,  пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйту ҫине те тимлӗх уйӑрмала. Ҫакӑ патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри  пулса тӑрать", – тенӗ Пуҫлӑх.

2022 ҫулта пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ ҫынсене пулӑшма 1,4 миллиард тенкӗ уйӑраҫҫӗ.  699 ҫемье (ҫамрӑк ҫемьесем, ветерансем, инвалидсем) социаллӑ тӳлевсемпе усӑ курса пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ, 441 ҫемьене (тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене,  пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен куҫаканнисене) ҫурт-йӗр пама пӑхса хӑварнӑ.

Унсӑр пуҫне Олег Николаев 2023 ҫулхи иккӗмӗш квартал тӗлне юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗрсенчен граждансене куҫарас енӗпе ӗҫлекен программӑна вӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Малтанласа программӑна 2024 ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. "Айтӑр-ха  йышӑнусем шырар, тивӗҫлӗ майпа ӗҫе йӗркелесе пырар", – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Палӑртса хӑваратпӑр: Чӑваш Ен ҫӗнӗ программӑна пурнӑҫлама хатӗрленет.  2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, асӑннӑ тапхӑрта 298 пурӑнмалли ҫурт-йӗре юрӑхсӑр тесе шута илнӗ. Весен  пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 82,9 пин тӑваткал метр. Вӗсенче 4,8 пин ҫын пурӑнать.   Кун пирки пӗлтернӗ Чӑваш Ен строительство министрӗ Павел Данилов.

Вице-премьер паянхи куна программӑна пурнӑҫласа ҫичӗ муниципалитет пӗрлӗхӗнчи – Вӑрнар, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчи, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи 530  ҫынна  ҫӗнӗ хваттерсене куҫармаллине пӗлтернӗ.

 



11 февраля 2022
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter