Ачасем шкула кайĕç, анчах та пурте мар

Кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ кунсерен ӳсет. Иртнĕ талăкра çеç 1301 çын çак амакпа чирленине палăртнă. 8 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Чирлекенсем хушшинче ачасем те чылай пулнăран çирĕп йышăну тума хистерĕ. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти шкул ачисем икĕ эрне инçет мелпе вĕренчĕç. Республикăри хăш-пĕр муниципалитетсем те чару йĕркелерĕç. Ачасем хушшинче чирлесси 28 процентран 21 процента çитнĕ. Çавна май нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ачасем тинех шкула çӳреме пуçлĕç, анчах та пурте мар. Кун пирки правительство çуртĕнче иртнĕ оперативлă штабăн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.



НТРК
14 февраля 2022
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter