Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев шкул ачисен апат-ҫимӗҫ сферинче туянусене централизацилеме сӗннӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев шкул ачисен апат-ҫимӗҫ сферинче туянусене централизацилеме сӗннӗ

 Шкулта ачасене апатлантарма централизациленĕ майпа таварсене туянма ҫулсен карттине туса хатĕрлеме хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кашни эрнере ирттерекен планеркăра. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Вĕренӳ министерствипе Патшалăхăн конкуренци политикипе тарифсен службине ыйтăва тимлĕх уйăрма каланă, регионти муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле  пăхса тухма сĕннĕ.

«Тĕрлĕ туянусене централизацилени пирĕн шутпа тухăҫлăха ӳстерме май парать.  Таварсен пахалăхне шута илсе вĕсене тĕрĕслев ирттерме те меллĕрех. Хамăр енчен мĕнпур ĕҫсене йĕркеллĕ пурнăҫласа пыратпăр, анчах та тепре чухне пулкалать, ăнсăртран йывăрлăхсем сиксе тухни. Ун пек чухне мĕнле калаҫҫĕ те, чавса ҫывăх та, ҫыртма ҫук тени те вырăнлă пулĕ», палăртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.   Енчен те таварсене туянас ĕҫе централизацилесе пырсан, тен ӳлĕмрен пысăк организацисем хутшăнаҫҫĕ конкурссенче, вĕсен вара таварсен пахалăх шайĕ те куҫ кĕретех пысăк.

Паянхи канашлура Олег Николаев нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекенсене шкулта апатлантарассинче, уйрăмах камсем тӳлевсĕр ҫиеҫҫĕ, укҫа-тенкĕ ыйтăвне электронлă майпа татса пыни аван пулнине асăннă.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакансен ыйтăва тимлĕх уйăрманни сисĕнкелет. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров электронлă майпа ĕҫлеме кăмăл тăвакансем сахалтарах  тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче. Ĕҫ хучĕсене ашшĕ-амăшĕсем ачисем тӳлевсĕр шкулсенче апатланччăр тесе вĕренӳ учрежденисене илсе ҫитереҫҫĕ. Енчен те электронлă майпа ĕҫе йĕркелесен, тен хăвăртлăх тени малти вырăна тухĕ.  Тăрса юлнă хăш-пĕр районсем, вĕсем: Пăрачкавсем, Елчĕксем, Тăвайсем, Улатăрсем тата Патăрьелсем, пĕр-пĕрин хушшинче электронлă майпа ĕҫсене йĕркелесе пырасси пирки килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетмен-ха ҫӳлерех палăртнă министерствăпа.   

Олег Николаев кун пек ҫитменлĕхе ҫав тери япăх енчен хакланă. «Пĕлтĕр эпир патшалăх пулăшăвĕпе 12 пин ытла ача усă курма пултарасси пирки калаҫнăччĕ. Кăтартăва пăхас пулсан, пурĕ те 3 пин ача кăна тӳлевсĕр шкулсенче апатланнă.  Ку пачах  килĕшӳллĕ мар. Вырăнти администраци пуҫлăхĕсем ыйту ҫине тимлĕх уйăрманни сисĕнет. Шкул директорĕсем, вĕрентӳ управленийĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе, ҫителĕклĕ таран ыйтăва пăхса тухман.  Паллă, ыйтăва туллин тивĕҫтерменни», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Чăваш Республикин Ĕҫлев министерствине эрне хушшинче ĕҫсене пĕтĕмлетӳ тума хушнă. Миҫе ача тӳлевсĕр апатланма пултарнă, вĕсенчен чăнласах та хăшĕсем паянхи куна шкулсенче вĕри апат ҫиеҫҫĕ. Ыйту кун йĕркинчех тăрать, ҫитес вăхăтра республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле ҫивĕч ыйтăва уҫăмлатасси пирки пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн 2021 ҫулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа    5-11-мĕш классенче вĕренекенсене тӳлевсĕр апатлантарма условисем туса панă. Иртнĕ ҫул республика бюджетĕнчен 75 млн тенкĕ уйăрнă.  

2020 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, пуҫламăш классенче вĕренекенсене тӳлевсĕр апатлантараҫҫĕ. Асăннă ҫăмăллăхпа Чăваш Енре 1-4-мĕш классенче вĕренекен 64 пин ача тӳлевсĕр апатланать.  2021 ҫулта кĕҫĕн классенче вĕренекенсене вĕри апат ҫитерме бюджетра 607 млн тенкĕ уйăрнă.  Кăтарту ҫулсерен ӳссе пырать, 2022 ҫулта вăл 644 млн танлашать.  Палăртмалла, федераци хыснинчен 638 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Чăваш Республикинче 410 шкулта 146 пин ачана вăхăтра вĕри апатпа тивĕҫтереҫҫĕ.  Шкулсенче условисем пĕтĕмпех ҫителĕклĕ, ачасем пăшăрханмаҫҫĕ, ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă хăйсен ачисене паха апатпа шкулсенче тивĕҫтернĕшĕн.  264 шкула ĕҫлекенсем хăйсемех вĕри апат хатĕрлеҫҫĕ, условисем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫа тивĕҫтереҫҫĕ.   



14 февраля 2022
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter