Чӑваш Енре Раҫҫейри халӑхӗсен Ача-пӑча фольклор уявĕ иртет

Чӑваш Енре Раҫҫейри халӑхӗсен Ача-пӑча фольклор уявĕ иртет

Рaҫҫейри  тĕрлĕ халăхсен Культура эткерĕн ҫулталĕкĕнче Чăваш Енре пĕтĕм ҫĕршыври Ача-пăча фольклорĕсен анлă мероприятине ирттерме йышăннă.  Паллă пулăма Чăваш Енре ҫĕртме уйăхĕн 25-27-мĕш кунĕсенче кăҫал тĕп хуламăрта Шупашкарта тата республикăри мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче йĕркелесе ирттерĕҫ.  Фольклор фестивалĕн шайĕнче ача-пăчасемпе ҫамрăксем, пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ, тĕрлĕ флешмоб, ҫавра сĕтелсем, туслăх каҫĕсем пулĕҫ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ача-пăча ушкăнĕсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашнине, хăйсен тавра-курăмлăхне те кăтартса пама пултарнине каланă. Ҫакнашкал мероприятисем туслăха та ҫирĕплетме витĕм кӳнине асăннă.

«Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă  Раҫҫейри халăхсен Культура эткерĕн ҫулталăкĕнче Чăваш Еншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.  Ҫĕршыври ача-пăчасен мĕнпур фольклорĕ пирĕн тăрăхра иртет. Апла пулсан, яваплăха туйса, мероприятисене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерессишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Раҫҫейре пурăнакан тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕрки, культури хăйне евĕр, пуян шутланать.  Пирĕн республикăра пуҫласа ҫакăн евĕр пысăк мероприятинче ачасене хутшăнма та меллĕ. Регионта ăстаҫăсем пухăнаҫҫĕ.  Йĕркелӳ ĕҫĕсене пуҫланă. Ĕҫсене Раҫҫей Федерацийĕн Правительствипе пĕрле килĕшсе йĕркелесе пыратпăр. Палăртнă плана пурнăҫа кĕртме В.Д.Поленов ячĕллĕ Халăхсен пултарулăхĕн ҫуртĕнче тăрăшакансем те витĕм кӳреҫҫĕ. Шанатăп, мероприятисене пысăк шайра йĕркелесе ирттерсе ярассине», тенĕ регион Пуҫлăхĕ. «Чăваш кĕввин асамлăхĕпе кашниех киленме пултарĕ уявра», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Раҫҫейре пурăнакансен йăли-йĕрки, культури ҫав тери пуян. Ачасен фольклорӗнче ача-пӑча йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ вӑйӑ-юрӑ,  халӑх культури, сӑмахлӑхӗ тата пултарулӑхӗ тĕп вырăн йышăнаҫҫĕ. Культура эткерĕн ҫулталĕкĕнче мĕнпур регионсем хар тăрса пĕрле пулма пикенни аван. Халăхăн йăли-йĕркипе культурине, вĕсен пуянлăхне упраса ламран-лама куҫарса пыни хăватлă.

 Ачасем те хапăл тусах мероприятисене хутшăнаҫҫĕ.    Сăмах май, Олег Николаев Раҫҫейри ачасен фольклорĕ «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» федераци проекчĕпе те тӳр килнине палăртнă.  «Раҫҫейĕн тӗрленӗ картти» проекта ҫĕршывра пуҫарса янă. «Раҫҫей карттине тĕрлес текен шухăш ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен ҫак  проекта пуҫарса яраканĕ пулса тăнă. Ку ĕҫе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Тĕлĕнмелле пысăк истори пулса тăрать.  Раҫҫей карттине пĕрле тĕрлени – хăйне евĕр истори пек пурнăҫа кĕрет. Пысăк халăхăмăрăн пуян йăли-йĕркине ҫирĕплетекен пулăм асра юлĕ.

«Палăртнă мероприятисем пĕр-пĕрне пуянлатма витĕм кӳреҫҫĕ. Ачасем  хамӑрӑн мӑн асаттесен мӗн авалхи кунҫулне, пултарулӑхне, йӑли-йӗркипе ӑс-хакӑл пурлӑхне, халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тӗрлӗ жанрсене курса ĕненеҫҫĕ», - тенĕ Олег Николаев. «Чăваш Ен территорийĕ уяв мероприятийĕсене йĕркелесе ирттермелли чаплă вырăн пулса тăрать», тенĕ сăмаха ҫавăрса.  

«Ачасен фольклорне ҫĕршыври регионсенчен пине яхăн ушкăн хутшăнма кăмăл тунă. Паллă, Чăваш Енре те чи паллă та пултаруллă ачасем хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ уявра. Мероприяти Республика кунĕпе те тӳр килет», тесе хушса каланă Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.    

В.Д. Поленова ячĕллĕ Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн ҫурчĕн директорĕ Тамара Пуртова хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен палăртнă уявшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Мероприятисем ҫав тери ҫӳллĕ шайра регионта иртнине тĕпе хурса, пуҫласа пулакан ачасен уявне те Чăваш Республикинче ирттерес тесе йышăну тунă. Пĕлсех тăратпăр, ҫĕршыври чи паллă та пултаруллă ушкăнсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартса парассине. Юрă-ташăра, кĕвĕре хăйсен ăсталăхне туптанисем, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашассине ĕненетпĕр», тенĕ вăл.     



14 февраля 2022
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter