Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев апат-ҫимӗҫ куравӗсене хутшӑнмалли пӗрлехи стенд йӗркелеме хушнă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев апат-ҫимӗҫ куравӗсене хутшӑнмалли пӗрлехи стенд йӗркелеме хушнă

 Кун пирки Правительство ҫуртĕнче иртнĕ планеркăра паллă пулнă.

«Иртнĕ ҫул кун ҫинчен эпир сахал мар калаҫнă.  Предприятисемпе организацисене тăрăшакансене куравсене хутшăннă чухне пĕрлехи стенд хатĕрлесе тăратма сĕнӳ панăччĕ.  Кун пек ĕҫе йĕркелесен, Чăваш Республики пирки анлăрах пĕлме те аван пулĕ. Ыйтатăп, сире ҫакăн евĕр ĕҫе малашне туса пыма.  Пирĕн енчен тĕрев пулĕ, кирлĕ пек канашсем пама яланах хатĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Сăмах май, Мускавра нарăс уйăхĕн 7-11-мĕш кунĕсенче  «Продэкспо-2022» иртнĕ курав пирки те чарăнса тăнă.    

Пĕтĕмпе палăртнă курава 2660 предприяти хутшăннă, пурĕ 73 ҫĕршывран хăнасем хăйсем пирки презентацисем йĕркелесе тăратнă.  Раҫҫери 46 регионти сетьсем хăйсен ушкăнпа хатĕрленĕ экспозицийĕсемпе паллаштарнă.  Чăваш Республики пирки пысăк курава хатĕрлеме Акконд, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Етĕрне Сĕт, Шупашкарти Ликер-эрех завочĕ, Букет Чуваши витĕм кӳнĕ.  Кунсăр, пуҫне Чăваш пылĕ, «Мелилотус»  СХПК, Етĕрнери сĕт завочĕ тата ытти те сахал мар тĕрлĕ курав йĕркелеме пулăшнă.

«EURASIA SPIRITS DRINKS»  конкурсăн комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Етĕрнери спирт завочĕ 5 ылттăн тата 1 кĕмĕл медале тивĕҫнĕ.  Пĕтĕмпе пĕлтĕр 32 контракта алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ку курав ĕҫĕсем тăрăх, ҫитес уйăхсенче контрактсене алă пусса ҫирĕплетĕҫ.    



14 февраля 2022
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter