Кăрлач уйăхĕнче Чӑваш Ен экономикине производствăпа халăх таварсене туянассин кăтартăвĕ пысăк витĕм кӳнĕ

Кăрлач уйăхĕнче Чӑваш Ен экономикине производствăпа халăх таварсене туянассин  кăтартăвĕ пысăк витĕм кӳнĕ

Кун пирки Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Республикин вице-премьерĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ.

Кăҫалхи ҫул пĕрремĕш уйăхăн ĕҫ кăтартăвĕсене илес пулсан, промышленноҫ производствин калăпăшĕ 0,5 процента ҫити ӳснĕ. Пĕлтĕрхи ҫул  ҫак тапхăрта кăтарту 1,5 процент чухлĕ чакнă.  

Строительсем хăйсене шанса илнĕ ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыни куҫ кĕретех, ҫурт-йĕр тăвассипе ӳсĕм 6,2 хут пулнă.

Суту-илӳ пайĕнче те ĕҫсем аван, ӳсĕм куҫ кĕретех, кăтарту 3,2 процент чухлĕ хăпарнă.  

2022 ҫулта промышленноҫ производствин индексĕ 100,5 процентпа танлашнă.

«2022 ҫулта кăрлач уйăхĕнче ял хуҫалăх производствин индексĕ 101,5 процента ҫитнĕ.  Малашне те ӳсĕмлĕ вăй илсе пырас тесе, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă. 2022 ҫулта пурĕ инвестициллĕ проектсене 82 пурнăҫа кĕртесси планра пур. Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулса пырсан, халăх валли ҫĕнĕ 58 вырăн хатĕрленĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче вице-премьер Дмитрий Краснов.  

Шалу укҫине пăхас пулсан, 2022 ҫулта кăрлач уйăхĕнче вăтамран виҫе 8,2 процент хăпарнă, вăл 33,9 пин тенкĕпе танлашать.

Чăваш Республикин вице-премьерĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин республика бюджечĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăҫал 823,0 млн ҫитнине, пĕлтĕрхи ҫак тапхăрпа танлаштарсан 9,7 процент чухлĕ нумайрах пулнине пĕлтернĕ. Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 29,5 процент чухлĕ пысăкланнă, 3106,6 млн танлашать.



14 февраля 2022
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter