Справкăсăр çитермеççĕ

Ачасен шкулти апатланăвĕн ыйтăвĕпе тунтикунхи канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. Республикăри 410 вĕрентӳ организацийĕнчен кашнинчех ачасене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Нумайăшĕнче çак ĕçе аутсорсинга панă, ыттисенче апата шкулсем хăйсен вăйĕпе хатĕрлеççĕ.

Министр палăртнă тăрăх, пĕрремĕш мелпе усă курнă тĕслĕхсенче апатлану хакĕ пысăкрах. Ачасен пысăк пайĕшĕн вăл тӳлевсĕр — кашни иккĕмĕш ача ку енĕпе çăмăллăхпа усă курать. Пахалăха илес тĕк — тĕпрен илсен, вăл тивĕçтерет. Анчах ыйтăм йĕркеленĕ те — унăн кăтартăвĕсем ку енĕпе малалла ĕçлемеллине кăтартаççĕ: менюна анлăлатассинчен пуçласа блюдăсен температурине тивĕçтересси таран.

Олег Николаев вара нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкулта тӳлевсĕр икĕ хут апатлантарас ыйтăва çĕклерĕ — çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменшĕн районсемпе хуласен администрацийĕсене ӳпкелерĕ. Чи малтанах — çемьесенчен тивĕçлĕ справкăсем ыйтни. «Мĕн тума?» — вĕсем нумай ачаллă, сахал тупшлă пулнине ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлемелли майсемпе ахаль те пĕлме пултараççĕ.

«Эпир 12 пин ачана апатлантарасси çинчен каланăччĕ. Чăннипе вара — 3 пин ытларах кăна…» — кăмăлсăрланчĕ Олег Алексеевич. Ун шучĕпе, çакă — администрацисен пуçлăхĕсем, вĕрентӳ управленийĕсен ертӳçисем тата шкулсен директорĕсем ĕçлесе çитерейменнин кăтартăвĕ. Çавна май вăл кашни муниципалитетра миçе ача тӳлевсĕр апатланма тивĕççине, ку çăмăллăхпа чăннипе миçен усă курнине пĕтĕмлетекен цифрăсене пĕлтерме ыйтрĕ, çак калаçу патне çывăх вăхăтрах тепре таврăнма шантарчĕ.

Пенси тӳлес тĕлĕшпе вара кунашкал чăрмавсем çук. Пенси фончĕн републикăри управленийĕн управляющийĕ Валерий Николаев Президент хушăвĕпе килĕшӳллĕн социаллă тӳлевсене 8,4% индексациленине, хушăма граждансене нарăсăн 1-мĕшĕнчен тытăнса тӳлеме пуçланине çирĕплетрĕ. Çав шутра республикăри ĕçлемен 269 пин пенсионер /пенсионерсен пĕтĕм йышĕн 75%/ пенсийĕ те кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пысăкланнă. Страховани пенсийĕн вăтам виçи 17048 пин тенкĕпе танлашнă. Олег Николаев çак ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн тав турĕ.



Хыпар
15 февраля 2022
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter