Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ростехнадзор Атăлҫи управленийĕн ертӳҫипе Азат Мубаракшинпа тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ростехнадзор Атăлҫи управленийĕн ертӳҫипе Азат Мубаракшинпа тĕлпулу ирттернĕ

«Республикăн адреслă инвестици программине тĕпе хурса, пĕлтĕрхи ҫул сахал мар инфратытăма аталантарма мероприятисем туса ирттернĕ.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмне хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тата ытти те. Республикăра  пурăнакансен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатасси тĕп ыйтусен шутне кĕрет», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Тӗплӗн тишкерсе тунӑ план пур пулсан, чи кирли – палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑçлама пӗтӗм вӑя пӗрлештермеллине те асăннă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Сăмах май, вăл лайăх ĕҫлесе пыракан пысăк предприятисем пирки те чарăнса тăнă. « Ҫавнашкал предприятисемпе кулленех ĕҫлетпĕр.  Пĕрлехи ĕҫсен планне те туса пыратпăр.  Тепĕр енчен пăхас пулсан, ҫĕршыв Президенчĕ хушăвне пурнăҫа кĕртсе пыни те куҫ кĕретех.  Ку пире хушма яваплăха туйма хистет.  Пирĕн палăртнă ĕҫсене координацилесе пыма сĕнет», – палăртнă Олег Николаев.     

Азат Мубаракшин Чăваш Ен Пуҫлăхне промышленноҫ тытăмне хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Атăлҫи тăрăхĕнчи Ростехнадзор управленийĕн ертӳҫи иртнĕ ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, хăш-пĕр енсене лайăхлатассишĕн палăртнă пуласлăхри тĕллевсем пирки те каласа кăтартнă регион Пуҫлăхне.

Чăваш Республикинче хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан 1456 производство объекчĕ шутланса тăрать.  2021 ҫулта пĕтĕмпе 9049 тĕрĕслев туса ирттернĕ.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсене 34 306 тупса палăртнă.  Штраф  та сахал мар тӳлеттернĕ, кăтарту 112,2 млн танлашать. Асăрхавпа тĕрĕслев ĕҫĕсен кăтартăвĕсем тăрăх,  промышленноҫ, энергетика, строительство, газпа транспорт тытăмĕнчи объектсенче пурĕ 738 тĕрĕслев ирттернĕ, 3570 йĕрке пăснă тĕслĕхе  тупса палăртнă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче хутса ăшăтмалли тапхăра епле тивĕҫтернине те ыйтăва кĕскен тишкернĕ, гидротехника сооруженийĕсен ĕҫне пăхса тухнă, 39 сооруженийĕн хуҫи ҫуккине  пĕлтернĕ калаҫу вăхăтĕнче.  

 

 



16 февраля 2022
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter