Паттăрсенчен тĕслĕх илеççĕ

Шупашкарти 22-мĕш шкулта «Маэстро» позывной» музей уçăлчĕ. Ăна РФ Геройне Николай Гаврилова халалланă.

Çĕнĕ музейпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Геройĕсем Вячеслав Бочаров, Юрий Недвига, Алексей Романов, Евгений Борисов тата ыттисем паллашрĕç. «Ку музей патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кӳрет. Тăван çĕршыва юратас туйăмсене вăйлатать. Николай Федорович пек çынсен паттăрлăхĕ историе кĕрсе юлнă. Вĕсене пурин те, уйрăмах çамрăксен, асра тытмалла», — терĕ Олег Алексеевич.

Музейре генералăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан япаласем: офицер тумĕсем, докуменчĕсем, наградисем, сăн ӳкерчĕксем тата ытти вырăн тупнă. «Эпир хамăр ентешпе мухтанатпăр. Шкул ачисем унран тĕслĕх илеççĕ. Кадет класĕсенче пĕлӳ илекен ачасенчен чылайăшĕ хăйсен шăпине çарпа, авиаципе çыхăнтарасшăн», — терĕ шкул директорĕ Надежда Шестакова.



Хыпар
16 февраля 2022
13:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter