Паттăрсене манмаççĕ

Афганистан вăрçи пирки пирĕн ентеш Раççей Федерацийĕн паттăрĕ Николай Гаврилов сăмах вĕççĕн çеç илтмен. Вăл хăй те çак вăрçă витĕр тухнă – икĕ пине яхăн хут вĕçсе хăпарнă вăл тăшмансене пĕтерме. Вилĕмпе куçа-куçăн тăракансем паттăррăн хăйсен тивĕçне пурнăçланă. Хăшĕ-пĕрисем вара пуçне хунă. Вĕсене асра упрасси – çитĕнекен ăрăвăн тивĕçĕ. Шупашкарти Николай Гаврилов ячĕпе хисĕпленекен 22-мĕш шкулта Афган вăрçинче пуç хунисене чечек çыххисем хурса чысларĕç. Паттăрсене манмаççĕ. Вĕсен хăюллăхне асра тытса 22-мĕш шкула çитнĕ кашни хăна шăплăхра чечек хыççăн чечек хурса паттăрсен умĕнче пуç тайрĕ. Афганистанри хирĕçтăрăва вертолетсен вăрçи те теççĕ çар çыннисем. Шкул музейĕнчи Ми-8 вертолет – тимĕр кайăк та вăрçăра пулнă. Паян шкулта вĕренекенсемшĕн вăл паттăрлăх палли. Тăван çĕршыва юратма, унăн историпе кăсăкланма, паттăрсен ячĕсене асра тытма пулăшать шкул картишинчи вертолет. Сăмах май, экспонатсем паянтан пуянланчĕç. Шкулта Николай Гаврилова халалласа музей та уçрĕç. ЭЛЬВИРА ЕФИМОВА: «Николай Федорович Гаврилов пирĕн пата час-часах килсе çӳрет. Эпир ăна ялан кĕтсе илетпĕр. Вăл пирĕншĕн тĕслĕх тесе каласан тĕрĕс пулать. Пирĕн шкул ачисем ăна кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Шкулти уроксене, уçă уроксене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма тăрăшать Николай Федорович Гаврилов». Музее уçма Николай Гавриловăн çар тусĕсем те тĕрлĕ çĕртен çитнĕ. Вăрçă кунĕсене аса илсессĕн хастар та мăнаçлă арçын куçĕсенчен те куççуль тухать. Ставрополь хулинчен çитнĕ Петр Корнев Афган вăрçин пурнăç хакне, унăн тути масине кăтартнă чи хăрушă пулăм тет. Шăпах хăйне ăна Николай Гаврилов вилĕмерн те çăлса хăварнă. Малшне çак пулăма халалланă экспонатсемпе, Николай Гаврилов паттăрăн кун-çулĕпе çыхăннă сăнӳкерчĕксемпе шкул ачисем те паллашма пултарĕç.



16 февраля 2022
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter