Шупашкарти Николай Гаврилов ячĕпе хисепленекен 22-мĕш шкулта музейе уҫма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

Шупашкарти Николай Гаврилов ячĕпе хисепленекен 22-мĕш шкулта музейе уҫма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев хутшăннă

Раҫҫей Геройне, Николай Федорович Гаврилов лейтенант генерала халалланă музей Шупашкарти 22-мĕш №-лĕ шкулта уҫăлнă.  Вĕренӳ учрежденийĕ 2019-мĕш ҫултан пуҫласа паллă ентешĕмĕр ячĕпе хисепленсе тăрать. Палăртса хăваратпăр, вăйлă та хăватлă, маттур чăваш арĕ, сумлă ентеш Канаш районĕнче ҫуралса ӳснĕ.

«Ачасене патриотла воспитани парассинче сахал мар тăрăшаҫҫĕ палăртнă шкулта вăй хуракансем.  Николай Федорович чăваш халăхĕн паллă ҫыннисенчен пĕри шутланать, вăл ҫитĕнекен ăрăва воспитани парассинче пысăк витĕм кӳрет.  Шкулта музей ĕҫне йĕркелесе яни – вĕренекенсене патриотла воспитани парассинче чылай пулăшать, хăйне евĕр портал пек пулса тăрать, хыпарсем ҫителĕклĕ. Иртнине, пуласси пирки те курма, вуласа пĕлме меллĕ.    Чăнласах та, ҫапла.  Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн, хавхалансах пурсăмăр та тăрăшса ĕҫлетпĕр. Общество ҫирĕп пултăр тесе, малалла палăртнă тĕллевсем патне мăнаҫлăн ăнтăлатпăр», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Уявра пĕтĕм Раççейри çамрăксене пĕлӳ паракан çар-спорт организацийĕсен тата кадетсен  ҫĕнтерӳ эткерçисем корпусĕсен хастарĕсем пухăннă. Афганистанри хĕрӳ çапăçусене хутшăннă ветеран салтаксем, çамрăк патриотсен общество пĕрлешĕвĕсем, кадетсем, Тăван çĕршывăн манăçми тапхăрне асра тытассишĕн тăрăшакансем те  сахал мар.  Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пĕтĕм чăваш халăхне мухтавлă кăйкăр, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ, çĕршывăн хисеплĕ полярникĕ, рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Н.Ф. Гаврилов генерал-лейтенант Афганистан вăрçин çулĕсенче çамрăк офицер экипаж командирĕнчен пуçласа вертолетсен эскадрилйин командирĕ таран ӳснĕ. Сăртлă, ытларах икĕ-виçĕ çухрăм çӳллĕш тусен çӳллĕшĕнчен е вĕсен хутлăхĕсенче иртнĕ çапăçусене Николай Гаврилов Ми-8 вертолетпа хăпарнă. Тепĕр темиçе çултанах звено командирĕ мăнаçлă та хăватлă ытти вертолетсем çинче хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Çар тивĕçне пурнăçланă май Афганистан вăрçинче пирĕн ентеш тӳпене пинĕ пинĕпе çĕкленнĕ. Вăйлă та хăватлă, маттур чăваш паттăрĕ, ҫитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăнă. 

Афганистан çĕрĕ çинчен совет çарĕсене илсе тухнăранпа 33 çул çитрĕ.  Вăл хаяр вăрҫă 15 пин совет халăхĕн кун-ҫулне татнă. Тăхăр çула тăсăлнă тытăçу Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи чи вăрах анлă хирĕçӳ пулнине, хĕрӳ вырăнта çапăçнă совет салтакĕсенчен кашниех паттăр ятне тивĕçлине палăртнă хăнасем.

Раҫҫей Геройĕ Николай Гаврилов совет ҫарĕн салтакĕсем Афганистана интернационалла пулăшу панине каланă.  Афган вăрҫинче Ми-8 верталет сахал мар пулăшнă. Шăпах та, ăна шкул территорийĕнче вырнаҫтарнă та ĕнтĕ. «Палăртнă техникăпа тĕплĕнрех паллашни, Раҫҫей Геройĕсемпе курнăҫни, пуласлăхра катетсене тĕрĕс ҫул-йĕр ҫине тăма та витĕм кӳрĕ. Ачасенчен нумайăшĕ тен, хăйсен пурнăҫне ҫарпа ҫыхăнтарма кăмăл тăвĕҫ, республика, патшалăх интересĕсене хӳтĕлĕҫ», - тенĕ вăл.    

Музея савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Паллă пулăма Раҫҫей Геройĕсем: генерал-полковник Алексей Романов, полковник Вячеслав Бочаров, полковник Юрий Недвига, Евгений Борисов, полковник Петр Корнев тата ытти сумлă хăнасем пухăннă. Хăнасем самантлăха шăплăха тытса, Афган вăрçинче пуç хунисене асăнса «Подвиг Ми-8» монумент патне чечексем хурса пуҫ тайнă. 

Музей ҫав тери кăсăклă пулса тăнă. Кунта Николай Федорович Гавриловăн архивĕнчи харпăр хăй япалисем упранаҫҫĕ.  Пурĕ музейра ҫичĕ экспонат вырнаҫтарнă.

Шкул музейĕнчи Ми-8 вертолет - тимĕр кайăк та вăрçăра пулнă. Паян шкулта вĕренекенсемшĕн вăл паттăрлăх палли. Тăван çĕршыва юратма, унăн историпе кăсăкланма, паттăрсен ячĕсене асра тытма пулăшать шкул картишинчи вертолет. Николай Гаврилов авиатор-герой тата лейтенант генерал шăпах çак вертолетпа вĕçнĕ иккен. Сăмах май, 22-мĕш шкул та Николай Гаврилов ячĕпе хисепленет. Шкул çар авиацийĕн училищисемпе килĕшсе ĕҫлет, ӳлĕмрен  тен шкултан вĕренсе тухакансене çав вĕренӳ учрежденийĕсене  вĕренме кĕме май парĕ. Кадет шкулĕсем валли шăпах та, вăл ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă.  Кунта теорине кăна ачасене вĕрентмеҫҫĕ, практика ĕҫĕсем те пулса пыраҫҫĕ. «Подвиг Ми-8» музей ӳлĕмрен шкулăн визит карточки пулса тăрĕ. 



16 февраля 2022
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter