Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин " Инженери пуласлăхĕ " НОЦ премине лауреатсене панӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин " Инженери пуласлăхĕ " НОЦ премине лауреатсене панӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Инженери пуласлăхĕ» наукăпа вĕренӳ центрĕн премийĕсене тивĕҫнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă, Чăваш Республикин чысне хӳтĕленĕ лауреатсене ăнăҫусем суннă.

«Пĕлтĕр эпир наукăпа вĕренӳ центрĕн ĕҫне пысăк кăмăл-туйăмпа хавхалансах хутшăннă. Кун пек ĕҫе йĕркелесе пыни – пуласлăхра ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫма май парĕ», тенĕ Олег Николаев.  Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче кашни регион пирки ятарлă реестр хатĕрлеме чĕнсе каланă.  Регионсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну лайăхрах кăтартусемпе палăрма, тухăҫлăха ӳстерме пулăшассине асăннă.

«Кашни регионăн вăйлă енсем пур, мĕнпе те пулин лайăххипе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраҫҫĕ. Калăпăр, Самара – агродвигатель пек хăйне кăтартса парать. Вĕсен космос технологийĕсем вăй илсе пыни куҫ кĕретех.  Чăваш Ен хими, электротехника енĕпе ăста ĕҫлекен регион шутланать.  Енчен те ҫак направленисемпе пĕрле килĕшсе ĕҫлесе пырсан, хăватлăх тата та ӳсĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене аталантармаллине, инновацилле йышăнусем туса пыма тăрăшмаллине, халăх валли усăллă ĕҫсем пурнăҫламаллине те каланă вăл.  

«Паянхи пурнăҫ таппинче Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшакансем регионти малта пыракан пысăк предприятисемпе, организацисемпе алла-алăн тытăнса пĕрене-пĕри пулăшса ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах тимлеҫҫĕ.  Пуҫаруллă  проектсене хатĕрлеҫҫĕ, вĕсене халăх патне илсе ҫитерессишĕн вăй хураҫҫĕ.   «Сеспель» предприяти, Чапаев ячĕллĕ завод кулленех пысăк технологиллĕ хатĕрсене тирпейлесе кăлараҫҫĕ.  Чылай организаци регионта хăватлă проектсене пурнăҫласа пырать. Чăваш патшалăх аграри университечĕ пуласлăхра тата та лайăхрах импорта улăштарассипе кирлĕ пек ăста специалистсем хатĕрлесе кăларма, калăпăр, вăрлăх хатĕрлессипе, чаплă культурăсене анлăрах пурнăҫа кĕртме витĕм кӳме пултарайрать.  Сахал мар ҫĕннине пурнăҫласа пыма майсем пур. Чи кирли – лăпланса ларма юрамасть, малаллах ăнтăлмалла, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем шырама пĕлмелле.  Тепĕр тесен, кун пек ĕҫлесен, ҫитĕнекен ăру валли те условисем йĕркеленĕҫ, пуҫарусене ҫĕршыв шайĕнче пурнăҫа кĕртме те ансатрах», – тенĕ вăл. Кун пирки шухăша палăртсах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ проректорне Евгений Кадышева Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев наука ĕҫĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн патшалăх премине парса чысланă.   Кунсăр пуҫне палăртнă университетра тăрăшакан Рустам Александрова наукăпа техника ĕҫĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă  пысăк технологиллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пынишĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă наградипе хавхалантарнă.

 



17 февраля 2022
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter