Министрсен Кабинечĕ ĕçе пĕтĕмлетĕ
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлне тишкерсе, иртнĕ çулталăк тухăçлăхне пĕтĕмлетсе республика ертӳçи тухса калаçĕ. Пĕтĕмлетӳ пухăвне Чăваш Ен Наци телекуравĕ тӳрĕ эфирта кăтартĕ. Халĕ Правительство çуртĕнче хатĕрленӳ тапхăрĕн юлашки саманчĕсем пыраççĕ. Манăн ĕçтешсем техника пахалăхне тĕрĕслеççĕ, камера, çутă таврашне тата ытти кирлĕ хатĕре вырнаçтараççĕ. Правительство çуртĕнче операторсем, техниксем яваплă лару умĕн техника пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Çутă таврашĕ, камерăпа пультсене вырнаçтараççĕ. Наци телекуравĕ тăрăшнипе республикăра пурăнакан кашни çынах пĕтĕмлетӳпе тӳрĕ эфирта паллашма пултарĕ. Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче 10 сехетере Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ пулнă май çак тытăм çулталăк тăрăшшĕпе еплерех тĕллевсемпе ĕçсене пурнăçланине уçăмлатса парĕ. Анлă тишкерӳре республика пурнăçĕн кашни еннех тимлĕх уйăрнă. Хальлĕхе вара яваплă самантсенчен пĕри – хатĕрленӳ тапхăрĕ. Чăваш Ен Наци телекуравĕ ĕçе уçăмлатма, эфирта çутатса пама хатĕр тесен те йăнăш мар