Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ ҫинчен Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев анлă тишкерӳ туса панă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн  пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ ҫинчен Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев анлă тишкерӳ туса панă

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем умĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2021 ҫулхи  кăтартăвĕсен пĕтĕмлетӳ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Вăл Правительство çулталăк тăршшĕпе еплерех тĕллевсемпе ĕçсене пурнăçланине уçăмлатса панă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăва малалла тăснă май, отчетра граждансен пурнăҫ условийĕсен шайне лайăхлатассипе ҫыхăннă ыйтусем сахал мар пулнă.  Экономикăна лайăхлатасси, инвестици потенциалне ӳстересси, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусем те чылай пулнă пĕтĕмлетӳре. Наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртни куҫ кĕретех.  Пĕр сăмахпа каласан анлă тишкерӳре республика пурнăçĕн кашни еннех тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ çул чăнах та, нумай ĕçсем тунă. Ҫулсем сарнă, шкулсем хăпартса лартнă тата ытти те. Çавăн пекех ял-хуçалăхĕнче те  чылай ĕҫ пурнăҫланă. Тишкерӳ çырăвĕнче вĕренӳ тытăмне тимлĕх уйăрнă.  Пĕлтĕр регион тепĕр наци проектне пурнăçа кĕртессипе хастар ĕҫе тытăннă. Вăл – туризма аталантарасси. Çакна май региона хушма укçа-тенкĕ те килĕ. Республика «Атăлçи тăрăхĕнчи кăмăллă канмалли кунсем» проектра хутшăнса чылай туриста хамăр тăрăха илĕртме пултарнă.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, хатĕрленĕ отчет Чăваш Республикин Правительствин ĕҫне кăна мар, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрле пурнăҫланă пĕрлехи ĕҫсене те ҫутатса панине асăннă. Граждансен обществин институчĕсем, предприятисемпе организацисем, Чăваш Республикинче пурăнакан мĕнпур халăх алла-алăн тытăнса ĕҫленине кăтартса парать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Отчетра кашни объект ĕҫĕ пирки тĕплĕн палăртнă, вĕсене регионти хăш-хăш территорисенче пурнăҫа кĕртни ҫинчен тĕплĕн каласа хăварнă.

Правительство пĕлтĕр нумай-нумай ятарлă йышăнусем кăларнă. Экономика тытăмĕн, финанс  пайĕн пуласлăхĕ лайăх, инвестици вăй илесси те паллă. Инвестицисем пулсан çĕнĕ технологисем те пулаççĕ, ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕҫ, пурнăçланă тухăçлă та ăнăçлă ĕçем чылай.

Кăҫал Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕтĕмлетӳ ĕçĕ-хĕлĕпе кăçал паллашма  питĕ меллĕ пулчĕ. Ятарлă ыйтăм та вырнаçтарнă, вăл ҫак ссылкăпа ĕҫлет, унпа нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕччен усă курма юрать. Çĕнĕ технологисем аталаннă тапхăрта алăра телефон пулсан,  QR-кода сканировать туса Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма  ансат пулчĕ. Кунта сăнӳкерчĕксем, видеосем, ятарлă ыйтăм. Мĕнпур ыйтăва шута илеҫҫĕ, ятарлă ведомство ĕҫченĕсем тивĕҫлĕ хуравсем парĕҫ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки хатĕрленĕ отчетпа сайтра тĕплĕнрех паллашма пулать.         



18 февраля 2022
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter