Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Căр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Căр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне пĕтĕмлетнĕ

Căр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев театр ăстисене, музей ĕҫченĕсене, архивра тăрăшакансене, МИХсенче вăй хуракансене, шыравҫă отрячĕсен пайташĕсене, пĕр сăмахпа каласан, паллă пулăма хутшăнма кăмăл тунă мĕнпур хастара пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн,  мероприятисене йĕркелесе ирттерсе пыма  пулăшнăшăн тав тунă.   

«Пĕрле ĕҫлесе, хавхаланса мĕнпур мероприятисене йĕркелени ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрет. Пирĕнпе килĕшсе хар тăрса ĕҫлес текенсен йышĕ те ӳссех пырать.  Паллă, эпир паян ҫулталăк ĕҫне пĕтĕмлететпĕр. Анчах та ку пулăма эпир малашне те тăсса пыратпăр. Паттăрсене ĕмĕр асра тытăпăр, вĕсене халалласа тĕрлĕ мероприятисене кулленех йĕркелесе пыма тăрăшăпăр. Театр ăстисем хайланă спектакльсем  ӳлĕмрен те репертуртах пулĕҫ. Калăпланса тухнă кĕнекесене ҫитĕнекен ăру ăша хывса пурăнĕ.  Пухнă мĕнпур паха материалсем ĕмĕр упранĕҫ.  Наука ĕҫĕсенче ытти кăларăмсенче те вĕсемпе усă курасси куҫ кĕретех пулĕ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Сăмах май, Олег Николаев асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерес ĕҫе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем пысăк витĕм кӳнине палăртнă, Căр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне  халалланă пулăмсене йĕркелес ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса асăнмалăх медальсем парса чыс тунă.  



21 февраля 2022
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter