Олег Николаев Балтика флочӗн "Чăваш Ен" тата "Ҫӗнӗ Шупашкар" карапсен экипажӗсен пайташĕсемпе видео ҫыхăнăва тухнă

Олег Николаев Балтика флочӗн "Чăваш Ен" тата "Ҫӗнӗ Шупашкар" карапсен экипажӗсен пайташĕсемпе  видео ҫыхăнăва тухнă

 Ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕҫ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Тăван ҫĕршыва юратса уншăн парăнса пурăнасси, тивĕҫлĕ ĕҫсем туса пырасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Тăван халăхăмăра хисеплеме пĕлекенсем нихăҫан та инкексенче пăрахса хăвармаҫҫĕ, кирек-епле йывăрлăхра та пулăшу пама пикенеҫҫĕ. Калăпăр, тĕнчере пулса пыракан пăтăрмахсене те хутшăнма яланах хатĕр.  

«Донбассра пурăнакансене, тĕрлĕ инкексене кĕрсе ӳкесрен, Раҫҫей Федерацийĕн территорине вырнаҫтарма йышăннă. Чи малтанах, ачасене, хĕрарăмсене, ватăсене палăртнă территорисенчен илсе тухаҫҫĕ. Вĕсен сывлăхне упраса хăварассишĕн, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн пурте ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.   Чăваш Ен те хатĕр пирĕн пата килес текенсене йышăнма», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

«Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисен кунĕ умĕн Балтика  тинĕс ҫар флотĕнче, карапсем çинче служба тивĕҫĕсене  пурнăҫлакансемпе - Балтика тата Калининград облаҫĕнче влаҫ органĕсенче тăрăшакан ĕҫтешсемпе тĕл пулса тӳрĕ кăларăма тухасси йăлана кĕчĕ», - тесе палăртнă сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Раҫҫейре пĕртен-пĕр регион Чăваш Ен, тăватă карапа шефа илнĕ. Вĕсем: «Новочебоксарск», «Ядрин»  база тральщикĕсем, «Чувашия» катер тата «Чебоксары» карап. «Чебоксары»  шыв ҫийĕн ҫӳренĕ карапа Чăваш Енĕн тĕп хулинче вырнаҫтарнă. Ăна музей пек халăха паллашма хатĕрлесе тăратнă. Кун пирки тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Палăртнă музей, уйрăмах ҫитĕнекен ăрушăн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ мухтавлӑ аслӑ ӑрӑвӑн чи лайӑх йӑли-йӗркине хальхи несӗлсем малалла тӑсаҫҫӗ: Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсенче служба ӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗршывӑмӑр чиккисене, тӑнӑҫлӑха тата ентешӗмӗрсен канлӗхне шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ тенĕ Пуҫлăх сăмаха ҫавăрнă май.

Балтика хула округĕн Пуҫлăхĕ, округри депутатсен канашĕн председателĕ Николай Плюгин Чăваш Республикин Правительствине ҫарпа тинĕс флочĕн теми ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Чылай вăхăт хушши Чăваш Енпе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр. Пирĕн ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫулсерен ҫирĕплесех пыраҫҫĕ», - тенĕ вăл.   Видео-канашлăва хутшăннисене пурне те ҫывхарса килекен Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕ ячĕпе саламласа мирлĕ пурнăҫ суннă. Ҫӗршывӑн хальхи мӗнпур хӳтӗлевҫине тата пулассисене те мирлӗ тӳпе, телей тата ырлӑх суннă.

Балтика ҫар флотне ҫулсерен Чăваш Енрен яшсем хĕсмете каяҫҫĕ. Вĕсем карапсем çинче служба тивĕҫĕсене пурнăҫлаҫҫĕ, Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлеҫҫĕ.    

Балтика хулинчи ҫар служащийĕсем видео ҫыхăнăва тухнă май, Андрей Ижутов, Алексндр Гаврилов, Артем Десятсков, Валерий Мартьянов ашшĕ-мăшĕсемпе уҫҫăн калаҫнă, служба епле пыни пирки каласа кăтартнă.



21 февраля 2022
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter