«Приватизаци ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗн пӑхмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин патшалăх пурлăхне приватизацилесси пирки  2022 ҫул валли палăртнă программăна ҫĕнĕлĕх кĕртме хатĕрленет.   Калăпăр, Шупашкарти Николаев урамĕнчи 14а ҫурта хăтарма палăртнă, унта  логистика агромаркет йĕркелесе яма тĕллев лартнă.  Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче палăртнă объектра вĕрентӳ институчĕ пуласса, АПК тытăмĕнче тăрăшакансене пулăшу памалли ятарлă пай йĕркеленессине асăннă.

«Приватизаци ыйтăвĕ ҫине тимлĕх уйăрмалла.  Кунта тĕлли-паллисĕр пурлăха унталла та кунталла салатасси пирки шухăшламалла мар.   Бюджета тупăш кĕртесси пирки шутламалла. Хăш-пĕр пурлăха патшалăх е тата муниципалитет валли те тен усă курма юрĕ.  Ҫĕнĕлĕхсене вăхăтра палăртмалла, вĕсене ĕҫ хутĕнче йышăнса хăвармалла. Пурлăхсемпе пĕлсе тата тухăҫлă яланах усă курмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра Правительство ҫуртĕнче.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов 2021 ҫулта Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕсенчен тупăш 34,5 млн пулнине пĕлтернĕ. Муниципалитет пурлăхне приватизациленĕ хыҫҫăн, 2021 ҫулта 243 млн тенкĕ пухăннă, вăл шутра ҫĕрсемпе усă курнăшăн та, кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 96 процент пулать.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2021 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ 360-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин патшалăх пурлăхне приватизацилесси ҫинчен программа пăхса хăварнă. Хальхи вăхăтра 2022 ҫул валли пăхса хăварнă программăна ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе тăрăшаҫҫĕ. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, 29 млн кая мар укҫа-тенкĕ пухăнмалла. Паллă, кунта хăш-пĕр объектсене кĕртмен, енчен те вĕсене рынок хаклавне туман пулсан.



21 февраля 2022
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter