Тăван чĕлхе кунĕ

Нарăсăн 21-мĕшĕнче çĕршывра тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Тĕрлĕ халăхăн хăйĕн юмахĕ, сăнарĕ. Вĕсемпе кĕнекере паллашма пулать, ламран лама куçса пыракан пуянлăх ку. Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалласа Шупашкар районĕнчи «Ясна» этнокомплексра вăй хуракансем халапри сăнарсемпе тĕплĕнрех паллаштарма тĕллев лартнă. Çавăнпа та «Хĕлле, сывă пул» фестивале канмалли кунсенче халăх йышлă пухăннă. Паллах, кăшăллă вируса пула хăнасен шучĕ 50 çынран иртмерĕ. Илĕртӳллĕ юрă-кĕвĕ, хаваслă ташă пурне те пĕр тĕвве пухрĕ. Удмуртсен Тол Бабайпа Лымы ныл – шур сухаллă асамçăн пулăшуçи уява пухăннисене тӳрех тĕрлĕ вăйă выляттарчĕç. Малтанах тĕл перекенсем ăмăртрĕç. «Шăнтап!» тесе хăратакан Хĕл Мучипе Юр Пикерен те тарса пытакансем хаваслă енчен енне чупма пуçларĕç. Никамăн та шăннă кӳлепе пулса тăрас килмест-çке.

СЕРГЕЙ ПОРФИРЬЕВ: «Эпир кунта пĕрремĕш хут. Питĕ килĕшрĕ уяв. Тата ыталарах çынсем валли уяв пулсан тата лайăхрах пулатчĕ». Тол Бабайпа Хĕл Мучи пĕр-пĕрне питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. ИНЕССА АЛЕКСЕЕВА: «Эпир кунта яланах килсе çӳретпĕр. Ытти регионсенчи Хĕл Мучисемпе паллашма килтĕмĕр. Мăнуксемпе – Данилпа тата Давидпа – эпир ку уявран юлас мар терĕмĕр. Ачасене чунтан-чĕререн çак вăйăсене кăтартса яланах туслă пурăнасчĕ». Дед Мороз та чупса тухрĕ вăйă лапамне. Вăл уява пухăннисене сывлăх çирĕплетме чĕнчĕ. Тӳрех пурне те шывпа сапма пуçларĕ. – Тавах, Чăваш Ен. Кунта питĕ лайăх. Çутçанталăкпа паллашатпăр. Тăван чĕлхе кунне уявлама пухăннисем пĕр картана пухăнса Хĕл Мучи юррине юрларĕç, «Çил ачисем» спектакль лартрĕç.

ВАЛЕНТИНА СЕМЕНОВА: «Эпир Хĕл Мучисемпе калаçса муршрут йĕркелерĕмĕр. Вăл Волга-вяткăри Хĕл Мучисене пĕрлештерет. Кăçал декабрь уйăхĕнче пуçланать. Пурте кĕтсе илетпĕр». Унтан тĕрлĕ халăх Хĕл Мучийĕ кашни хăйĕн çуртĕнче ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Çĕршыври туризма аталантарас тĕллевпе малашне «Раççейри хĕллехи асамçăсем» проект кăçал раштав уйăхĕнче хута каять теççĕ çак уява йĕркелекенсем. Тĕрлĕ халăх культурипе тата анлăрах паллашма пулăшасса шанаççĕ кунта тăрăшакансем.



НТРК
21 февраля 2022
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter