Балтика флотĕнче – чăваш каччисем
Маттур та хастар арсем çĕршыва хӳтелесе хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Чăваш каччисем те Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче хĕсметре тăраççĕ. Çулсерен Чăваш Енрен вун-вун çирĕп кăмăл-туйăмлă яш Балтика флотне хĕсмете каять. Çар карапĕ çине вара чи маттур, хастар, çирĕп кăмăл-туйăмлисем çеç лекме пултараççĕ те. Балтика флотĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçлакан яшсемпе видокĕпер мелĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ашшĕ-амăшĕсем çыхăнăва тухрĕç. Флота хĕсмете каякансем чылай чухне «Чăваш Ен» ракета катерĕ, е «Çĕнĕ Шупашкар» ята тивĕçнĕ минăсем шыракан ятарлă тĕп карап çинче хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Тăватă яш тăван енпе çыхăнăва тухрĕç. Тĕлпулăва пухăннисем Балтийск тăрăхĕпе Чăваш Республики яланах туслă пурăнса тухăçлă ĕçленине палăртрĕç. Пирĕн тăрăхран флота каякансем тăван енĕмĕр ячĕпе хисепленсе тăракан карапсем çинче яваплăха туйса хăйсене тивĕçлĕ тытнине палăртрĕç. Тĕл пулăва каччăсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. ОЛЬГА ИЖУТОВА: «Вăл мĕн ачаранах флотра хĕсметре тăма ĕмĕтленнĕ. Салтака кайнă чух «Новочебоксарск» корабль çине лекнĕшĕн питĕ савăнăçлă. Салтакра ăна питĕ килĕшет, питĕ хаваслă. Май пулсассăн шăнкăравласа хыпарсем каласа парать. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен кăштах. Кунта питĕ тунсăхлатпăр. Кашни кун килессе, хăçăн таврăнасса шутлатпăр». Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев салтаксемпе офицерсене уяв ячĕпе саламланă май çĕршывăмăран тинĕс чиккисене хӳтĕленĕшĕн, хăйсен тивĕçне яваплă пурнăçланăшан тав турĕ. Балтийск хулин офицерĕсем те калаçăва хутшăнчĕç, чăваш каччисем çирĕп, яваплă, хастар пулнине асăнчĕç. Палăртса хăвармалла, икĕ ен 25 çул тачă çыхăнура ĕçлесе çитĕнекен ăрăва çĕршыва юратма, флот пурнăçĕпе кăсăкланма, хăйсен тивĕçне тупма пулăшса пыраççĕ.