Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Донбассран инкеке пула тăван çĕртен ирĕксĕр куçса килекенсене йышăнмалли ӗҫ ушкӑнӗн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Донбассран инкеке пула тăван çĕртен ирĕксĕр куçса килекенсене йышăнмалли ӗҫ ушкӑнӗн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ

 Ĕҫ ушкăнĕ  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ятарлă хушăвĕпе йĕркеленнĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн территорине халăха вырнаҫтарасси пирки йышăнăва тунă. Раççей инкеке пула Донбассран ирĕксĕр куçса каякансене малалла та йышăнать. Ҫынсене пирĕн те пулăшу памалла. Чăваш Республики те аякра тăрса юлмасть, пулăшу аллине тăсать.  Ҫак кунсенче пирĕн тăрăха Луганск тата Донецк халăх республикисенчен ҫĕршер ҫын ытла килсе ҫитĕҫ.  Вĕсене пурăнма пирĕн хăтлă условисем йĕркелесе памалла. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫынсене тимлĕхсĕр хăварма никамăн та ирĕк ҫук», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Вице-премьер – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ ушкăнĕ вырăна тухса ятарлă канашлу ирттернине хыпарланă.  «Лесная сказка» ача-пăча санаторийĕ тата «Надежда» санатори пирĕн тăрăха килсе ҫитекен ҫынсене кĕтсе илме хатĕррине палăртнă вăл.  Чи малтанах килекеннисене «Лесная сказка» санаторине вырнаҫтарма йышăннă.  Ку учрежденине харăсах ҫĕр ҫын вырнаҫтарма май пулассине те пĕлтернĕ ведомство етӳҫи.  Унăн хушма ҫуртне тата тепĕр 200 яхăн ҫынна вырнаҫтарма май пулассине те пĕлтернĕ министр.

Инкексенчен пирĕн пата тарса килекенсене вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнине те асăннă вăл.

Канашлура йĕркелĕ ĕҫĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  Чи кирли вĕсене ҫийĕнчех регистрацилесси, ĕҫпе, ҫыхăну, медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтересси.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев мĕнпур ыйтусене туххăмрах татса пама регион хатĕррине палăртнă.  Ĕҫ хучĕсене те хатĕрлесе, алă пусса ҫирĕплетме тĕллев лартнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Олег Яковлев хăйĕн докладĕнче Луганск тата Донецк халăх республикисенчен граждансене туххăмрах кирлĕ пек мĕнпур пулăшусем панине, Чăваш Республикин территорийĕнче вăхăтлăха вырнаҫтарма ҫынсене пĕтĕмпех условисене йĕркелесе тăратнине палăртнă.

 Инкеке пула тăван çĕртен ирĕксĕр куçса каякансене йышăнмалли вырăнсене Чăваш Енре палăртнă. Икĕ санаторинче пурăнма пуçлĕç вĕсем. Медикаментсем çителĕклĕ. Ĕç вырăнĕсем те хатĕрлеççĕ.   



22 февраля 2022
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter