Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Каҫал ен районӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пăхса тухассипе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Каҫал ен районӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене  пăхса тухассипе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă

Муниципалитетăн хăйне евĕр аталану ҫул-йĕрĕ пур тесе хакланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ӳсĕмсем тума  ҫителĕклĕ таран условисем пурри куҫ кĕретех.  Вăйлă енсене ӳстерсе пыма тăрăшмаллине те чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  Калăпăр, Каҫал ен ҫĕр улмине лартса ҫитĕнтерессипе ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать.  Кун пирки тепĕр хут курса ĕненнĕ, паян Комсомольски районĕнче «Слава картофелю» агрофирма ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревре пулнă май. Олег Николаев  хуҫалăхри оборудованисемпе паллашнă xыççăн агрофирма коллективĕпе тĕл пулнă, ыйтусене хуравланă.

Райцентрти культура çуртĕнче районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкернĕ. Унта район депутачĕceм, ял тăрăxĕceн пуçлăxĕceм, учреждени-организаци представителĕceм хутшăннă.

Олег Николаев муниципалитетра тăрăшакансене ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла маррине каланă, кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ кăтартусем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми тăрăшмалине палăртнă.  Сăмах май, Чăваш Республикине 2020-2025-мĕш ҫулсенче Комплекслă аталантарса пыма йышăннă программа пирки те каласа хăварнă.   Апла пулсан, асăннă территоринче те палăртса хăварнă объектсене пурнăҫа кĕртме тăрăшмаллине, пуласлăхри плана та ҫирĕп пăхса хăварма пĕлмеллине, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă.    Программăпа килĕшӳллĕн пулса пыракан объектсен проекчĕсене вăхăтра туса пыма тăрăшмаллине каланă.  Калăпăр, ҫийĕнчех лайăх туса хатĕрленĕ проектсемпе пĕлтĕр хушма тĕслĕх вулавăшсем ҫиччĕ хута яма май килнине те палăртнă республика Пуҫлăхĕ.   Кунсăр пуҫне ҫул-йĕр фондне те сахал мар укҫа-тенкĕ явăҫтарма тӳр килнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май, кăтарту 600 млн тенкĕ ытла.  «Йышăннă ҫирĕп план тĕллевлĕн ĕҫлесе пыма витĕм кӳрет. Халăха хамăр палăртса хунă ĕҫсем пирки те пĕлтерсе тăма меллĕ. Ресурссемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курса пыни те хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл. 

Чăваш Республикин Пуçлăxĕ Комсомольскинчи шкул юсавне кăçaл малалла тăcма укçа уйăрасси, федераципе республика программисене пурнăçласа социаллă пурнăçпа экономика проекчĕceне ĕçe кĕртессине пĕлтернĕ.

Паян канашлура Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Раҫҫей Правительстви йышăнăвĕ пирки те чарăнса тăнă.  Харпăр хăй хуҫалăхĕнче тăрăшакансене комплекслă аталанса пыма тĕрев парасси ыйту кун йĕркинчех пулнине каланă Пуҫлăх.  Ҫак ҫултан пуҫласа патшалăх енчен пулăшу куҫма пултарать, енчен те вĕсем харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлеме кăмăл тунине ҫирĕплетекен ĕҫ хучĕсем пулсассăн.  

«Пĕтĕмĕшле йышăнăва хаклас пулсассăн, тĕрĕс тесе шутлатпăр кун пек тĕрев парса пулăшнине.  Хуҫалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх усраҫҫĕ, вĕсене пула тупăш илеҫҫĕ. Сĕт сутса ҫемьене валли кăштах та пулин тĕрев пулать. Хăш-пĕр хуҫалăхсем тупăш ытларах пултăр тесе, выльăх шутне те ӳстерме пикенеҫҫĕ. Апла пулсан, вĕсем предпринимательсем пек хăйсен таварĕсене сутса, ҫемйисене вăй илсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Вĕсене ытларах тимлĕх уйăрма пĕлмелле.  Саккунсен йĕрки ҫапла тума ирĕк те парать, апла пулсан мĕн пур ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ĕҫлесе пырассишĕн кăна тăрăшма тивет.  Кун пирки тепĕр хут палăртсах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Доклад тăвакансем иртнĕ çул пурнăça кĕртнĕ ĕçceм пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, кăçал пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Сĕтрен продукци туса кăларакан предприятиcем уçни вырăнлă пуласси пирки палăртса хăварнă канашлăва пухăннисем.

Пĕр пухăннă пек чухне, регион Ертӳҫи муниципалитет хастарĕсене район йĕркеленсе кайнăранпа сахал мар пысăк кăтартусемпе палăрнине каланă, тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтанă, ҫитĕнӳсемпе палăрнисене тава тивĕҫлĕ наградăсем парса хавхалантарнă.   

Паян канашлура ял хуҫалăх тытăмĕнчи ĕҫ кăтартăвĕсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Хуҫалăхсем регион программипе туллин усă курма тăрăшнине, уйрăмах ял хуҫалăх техникисене субсиди мелĕпе туяннине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Палăртса хăваратпăр, ҫĕнĕ пуҫарăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ 2020 ҫулта йĕркелесе янă.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Волкова хăйĕн докладĕнче Каҫал ен сухалакан-акакан кашни гектар пуçне тракторсен йышне 131 лаша вăйне çитерсе республикăра пĕрремĕш вырăна йышăннине пĕлтернĕ. Кăтарту 2019 ҫулхинчен 45 процент пысăкрах тенĕ. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тăрăх, 2021 ҫулта аграри ĕҫченĕсем пурĕ 1,5 пин ед. ял хуҫалăх техникине туяннă, вĕсене валли пĕтĕмпе 2,9 млрд тăкакланă. Патшалăх енчен те тĕрев сахал мар, 1,16 млрд танлашать. 

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров районăн кураторĕ пулнă май, ытларах хăйĕн сăмахĕнче спорт пирки чарăнса тăнă.  Ку муниципалитет пĕрлешĕвĕнче спорт объекчĕсем ҫителĕклĕ пулнине асăннă ведомство ертӳҫи.  Сăмах май, спорт инфратытăмне вăй илтерессипе малашне те курăмлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  Кăҫал ҫу уйăхĕнче Чăваш Республикин Спорт министерстви ятарлă конкурс ирттерет, республика бюджетĕнчен 2023 ҫулта укҫа-тенкĕ уйăрма заявкăсене пăхса тухса пĕтĕмлетӳ тăвать. 

Чăваш Республикин Пуçлăxĕ канашлăва пĕтĕмлетсе кил хуçaлăxĕceне патшалăx кăçaлтан ытларах пулăшма пуçланине палăртнă, Каҫал енре выльăха тирпейлемелли предприяти уçма сĕннине ырланă, cоциаллă пурнăçпа культура объекчĕсен проекчĕceне маларах хатĕрлеме чĕнсе каланă.

 



22 февраля 2022
18:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter