Чӑваш Енре тулашри муниципалитетӑн финанс тӗрӗслевне централизацилес ĕҫе вӗҫленӗ

Чӑваш Енре тулашри муниципалитетӑн финанс тӗрӗслевне централизацилес ĕҫе  вӗҫленӗ

Ĕҫе централизацилени 21 миллион ытла укҫа-тенкĕне перекетлеме май пачĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, шăпах та кун пирки пĕлтернĕ уҫă калаҫу вăхăтĕнче ведомство ертӳҫи.  Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем 2021 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, пуласлăхри плана сӳтсе явнă.

2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Енре Тĕрĕслевпе шутлав палати ҫĕнĕ йĕркепе ĕҫлеме пуҫланă. «Эсир Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырура палăртнă тĕллевсем питĕ вырăнлă пулчĕҫ. Мĕншĕн тесен федераци саккунĕ 2021 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа вăя кĕчĕ. Муниципалитетсенче харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлесе пыракан тĕрĕслевпе шутлав палаттисем йĕркеленмелле. Ку тĕлĕшпе эпир пуҫласа ҫĕршывра ĕҫе йĕркелесе яракансем пулса тăтăмăр.  Муниципалитетсенче тĕрĕслевпе шутлав палатисене централизацилени куҫ кĕретех», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ.   Ĕҫе централизацилени – муниципалитет пĕрлешĕвĕсене, Шупашкар хулисĕр пуҫне, 21 млн тенкĕ ытла перекетлеме май панă.  Ӳлĕмрен вĕсем вăл укҫана ытти тĕллевпе те тăкакланма пултарĕҫ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курнипе курманнине ҫирĕп тĕрĕслевре тытмаллине асăннă.  «Малтанласа калаҫу республика бюджечĕ пирки сăмах пынă пулсассăн, кăҫалтан пуҫласа Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне те титмлĕх уйăрма тĕллев лартнă.  Мониторнг тата тĕрĕслев тухăҫлаха ӳстерме витĕм кӳрĕҫ.  Бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕне перекетлĕн ксă курма та май парĕ.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырасси, патшалăх программисене, наци проекчĕсене тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласси.  Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур ĕҫе вăхăтра туса пымалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Ĕҫе централизацилени мĕнпур палăртса хунă тĕрĕслевсен тухăҫлăхне ӳстерме май панине асăннă ертӳҫĕ. Экспертпа-аналитика ĕҫне пурнăҫлама та аван тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пĕр самантрах регион тата муниципалитет шайĕнчи укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме меллĕ, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине те хаклама аван тенĕ ведомство ертӳҫи.  Муниципалитет шайĕнче йышăннă программăсене тĕрĕслеве илнине, вĕсене тарăн тишкерӳ тунине, регионти патшалăх программипе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан ĕҫсене те пăхса тухнине пĕлтернĕ Светлана Аристова.  



22 февраля 2022
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter