Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешĕмĕрсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен ҫак уяв Раҫҫей салтакӗсен пат­тӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне тата хӑйсене шеллеменлӗхне, вӗсем тӑван ене чунтан парӑнса тӑнине сӑнарлать.

Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн яланах тивӗҫлипе вӑй хурса ӗҫленӗ. Пирӗн ентешсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, вырӑнти ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗсенче наци интересӗсене харсӑррӑн хӳтӗленӗ. Сумлӑ ветерансен паттӑрлӑхне эпир яланах асра тытса пурӑнӑпӑр. Асра тытӑпӑр тата мӑнаҫланӑпӑр, ҫав паха тӗслӗхпе ҫамрӑксене  пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫре анлӑн усӑ курӑпӑр.

Ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ мухтавлӑ аслӑ ӑрӑвӑн чи лайӑх йӑли-йӗркине хальхи несӗлсем малалла тӑсаҫҫӗ: Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсенче служба ӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗршывӑмӑр чиккисене, тӑнӑҫлӑха тата ентешӗмӗрсен канлӗхне шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ. Вӗсенчен кадетсемпе юнармеецсем, шырав отрячӗсен тата ҫарпа патриотлӑх клубӗсен пархатарлӑ ӗҫне хутшӑнакан ҫамрӑксем ырӑ тӗслӗх илеҫҫӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн аслӑлӑхне сыхласа упрама тата ӳстерсе пыма, унӑн пӗр пӗтӗмлӗхне тата хӳтӗлев пултарулӑхне ҫирӗплетме часах вӗсене черет ҫитет. Эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси, пирӗншӗн пекех, вӗсемшӗн те сӑваплӑ тивӗҫ шутланакан тивӗҫлӗ сменӑна – патриотсен ӑрӑвне – пӑхса ӳстерме пултарасси пирки  иккӗленместӗп.

Ҫӗршывӑн хальхи мӗнпур хӳтӗлевҫине тата пулассисене те мирлӗ тӳпе, ҫемйӗрсенче телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                                             Олег Николаев



23 февраля 2022
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter