Вĕсен паттăрлăхĕ яланах асра
Чăваш Енре Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка пĕтĕмлетрĕç. Çак пулăма ĕмĕрех асра хăварассинче палăрнисем Çеçпĕл ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пухăнчĕç. Кунта музейсемпе архивсен ĕçченĕсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене, театрсенче вăй хуракансене астăвăм медалĕпе чысларĕç. Иртнĕ çулта окоп чавакансене халалласа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Владислав Николаев пьесипе «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» спектакль лартрĕ. Унта юрату виçкĕтеслĕхне сăнарланă. Çĕр чавакан çамрăк хĕр Хрестин – Хĕрлĕ Çар лейтенанчĕ Никон Серов – патшалăх хăрушсăрлăхĕн сержанчĕ Герасим Петров. Драмăри пулăмсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Ку спектакльпе çамрăксен театрĕ чылай районпа хулана çитрĕ. ЕЛЕНА НИКОЛАЕВА: «Пĕлетĕр-и çак спектакльсене килекенсем çак вăхăтри спектакльсем пулчĕç. Çав тери асра юлчĕ. Хĕрлĕ Чутай районне кайсассăн çав пулăмсенче иртсе пынă хĕрарăма куртăмăр. Вăл вара спектакль хыççăн пирĕнпе питĕ нумай калаçса ларчĕ. Хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ». Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкра республикăра чылай ĕç-пуç иртрĕ. Çĕнĕ спектакльсем, концертсем, опера, куравсем, кĕнекесем, фильмсем кун çути курчĕç. Савăнăçлă ларура «Тăшман ури кунта ан пустăр» фильма ӳкерекенсене те палăртрĕç. АЛЕКСЕЙ ЕНЕЙКИН: «Питĕ йывăр пулчĕ. Чăннипех те, иртнĕ хĕлле вăрçă вăхăтĕнчи пек сивĕ хĕл пулчĕ. Вăтăр ытла градус сивĕ тăрать. Чи ăшши 22 градус сивĕ пулчĕ пирĕн фильма ӳкернĕ чухне. Артистсем çăпатасемпе, тăлласемпе. Чăтаççĕ. Урамра ӳкĕрĕнетпĕр. Чăн-чăн окоп пулнă вырăнта. Пурте чăтса ирттерчĕç. 150-200 çынна яхăн пухăнчĕ пĕр съемкăна». Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк иртсе кайрĕ пулин те çак пулăмпа çыхăннă ĕç малалла пырать. Кăçал Куславкка районĕнче палăк уçăлмалла. Иртнĕ çулта тунă хайлавсем вара окоп чавакансен ĕç паттăрлăхне ĕмĕрлĕхех асра хăварчĕç.