Чӑваш Ен Правительстви 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тунӑ строительство контракчӗсен хакне тӳрлетӳсем кӗртме ирӗк панӑ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ строительство енĕпе йышăннă контрактсене ҫĕнĕлĕх кĕртме ятарлă йышăнăва пăхса тухнă.  Ку ҫĕнĕлĕх 2022 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннă ĕҫ хучĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулĕ.   Малтанхи тапхăрта ҫакнашкал йышăну 2021 ҫулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннă контрактсемшĕн ҫеҫ витĕмлĕ пулнă.  Кун пек тӳрлетĕве, пĕлтĕр строительство хатĕрĕсем капмар хăвăрт хакланса кайнине шута илсе тунă.  Строительство ресурсĕсем ӳссе пыни, хаксем хакланни – сахал мар чăрмав кӳрет строительство тытăмĕнче тăрăшакансене.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕрре мар палăртса каланă, Чăваш Ен Правительстви строительство хатĕрĕсем хакланнине шута илсе, пулăшу пама тĕллев лартнине. «Строительство хатĕрĕсем туххăмрах ӳссе пыни наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма чăрмантарҫҫĕ.  Пирĕн тăрăхра сахал мар ҫĕнĕ шкулсем хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Ача сачĕсем, сиплев учрежденийĕсем, спорт объекчĕсем кулленех хута каяҫҫĕ.  Ҫавăнпа та ĕнтĕ  йывăрлăх тӳсекенсене Правительство пулăшу пама йышăнăва пăхса хăварнă», – тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пĕлтĕр халăхпа уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра.  

Чăваш Енри Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова   2022 ҫулхи строительство контракчĕсем пирки чарăнса тăнă, ҫĕнĕлĕхсемпе, хăш-пĕр кăтартусемпе паллаштарнă. 2021 ҫулхи контрактсене те сӳтсе явнă.   

«Нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин ятарлă хушăвĕ пичетленсе тухнă. Хăш-пĕр объектсене пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен хушма тĕрев май пуррипе ҫуккине ыйтса ҫырнăччĕ Чăваш Республики. Строительство хатĕрĕсем хакланса кайни самай чăрмав кӳнине те пĕлтернĕччĕ хамăрăн ыйтура. Ыйтусене тĕплĕн  пăхса тухса ятарлă ĕҫ хутне те ҫирĕплетнĕ. Хисеплĕ ĕҫчешĕмĕрсем – спорт, вĕренӳ тытăмĕнчи объектсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Инвестици политикин канашĕн йышăнăвĕпе кирлĕ пек документсене ҫирĕплетсе хăвармалла. Бюджета йышăннă чухне, пĕтĕмпех ҫĕнĕлĕхсене кĕртме тăрăшмалла», – тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков.



24 февраля 2022
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter