Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевӑн пресс-конференцйӗ пулса иртет

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевӑн пресс-конференцйӗ пулса иртет. Палăртнă мероприятине федерацин тата республикăн МИХче ĕҫлекенсем, блогерсем хутшăнаҫҫӗ.
Пресс-конференци 10 сехетре пуҫланать.
Трансляципе Чăваш Ен Наци телекуравĕпе радиовĕн тӳрĕ эфирĕнче тата унăн официаллă сайтĕнче, «Республика 21» тата «Чӑваш Ен НТРК» ютб-каналӗсенче тата Чӑваш Ен НТРК «ВКонтакте» официаллă ушкăнĕн сетĕнче паллашма пулĕ.