Олег Николаев вăрҫă ветеранне Ревокат Прохорович Моисеева 100 çул тултарнă ятпа саламланă

Олег Николаев вăрҫă ветеранне Ревокат Прохорович Моисеева 100 çул тултарнă ятпа саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Каҫал ен районĕнче  пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Ревокат Моисеева 100 çул тултарнă ятпа саламланă.

«Юбилярăн пурнăҫĕ тата паттăрлăхĕ пирĕншĕн тĕслĕхре», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Вăл фронтра анчах мар, республика аталанăвне те пысăк тӳпе хывнă. 

Ревокат Прохорович регион Пуҫлăхне ҫарти ҫырăвĕсемпе паллаштарнă, хаҫатра пичетленсе тухнă хайлавсем пирки те каласа кăтартнă, пĕр сăмахпа каласан хăйĕн тумхахлă пурнăҫĕ ҫинчен чарăнса тăнă, ҫитĕнĕвĕсем пирки пĕлтернĕ. Ревокат Прохорович нумай çул «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар», «Октябрь ялавĕ» хаçатсен штатра тăман корреспонденчĕ пулнă, тĕрлĕ жанрлă çĕр-çĕр материал пичетленĕ.

 Моисеев Ревокат Прохорович Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕ, Каҫал ен районăн Хисеплĕ гражданинĕ, Обществăлла корреспондент, СССР журналисчĕсен Союзĕн пайташĕ.  Сумлă ватă Шупашкар районĕнче, Уйкас ялĕнче, 1922 ҫулта нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче ҫурланă. 

Аса илĕвĕсем çулсем иртсен те манăçа тухмаççĕ. Халĕ Шупашкарта 1941 çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче йĕркеленĕ Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн çул-йĕрне шкулсенче те тĕпчеççĕ. Ревокат Моисеев вара 1942 çулхи нарăс уйăхĕнчен унăн çыхăнуçă-телефонисчĕ пулнă. 

Йывăр аманнă хыҫҫăн, тĕрлĕ госпитальсенче сипленнĕ. Унăн пуҫне тата аллине чылай вăхăт хушши медицина пулăшăвĕ панă, 1944 ҫулта тăван ялне  каялла таврăннă.

Вăл, партипе правительство, Тăван çĕршыв хушнине пăркаланмасăр пурнăçлама хăнăхнăскер, хăйне колхоз правленийĕ ăс пухма ярсан - бухгалтера, 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Хĕрлĕ çара илсен Шупашкарти саппасри çыхăну полкĕнче - çыхăнуçă-телефониста, Çĕнтерӳ хыççăн Пĕтĕм çĕршыври финанспа кредит техникумĕнче - укçа-тенкĕ шутлакана, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче лектора вĕреннĕ. Çав специальноçсене алла илме пуçа самаях ĕçлеттерме тивнĕ. Çивĕч ăслă Ревокат Моисеев математикăна та, гуманитари предмечĕсене те пĕрешкел шĕкĕлченĕ. Çавăнпа ăна фронтра пĕр хушă çар листовкисем кăларттарнă.

1945 ҫулччен Ревокат Прохорович тăван колхозра тăрăшнă. Комсомол организацийĕнче секретарь пулса та ĕҫленĕ. Тарăн пĕлӳ илнĕ, банкра ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнĕ, 1983 ҫулта тивĕҫлĕ канăва тухнă.  Унăн хисеп паллисем те чылай.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫитĕнекен ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнă.

 Заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. Фронтран Çĕнтерӳпе таврăнсан вăл перекет банкĕнче аслă инспекторта, управляющире тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ, хаçат-журналпа паянхи кунчченех çыхăну тытать.



24 февраля 2022
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter