Приватизаци — пурлăхран хăтăлас тени мар

Патшалăх пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă ыйтупа тунтикунхи канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Тĕллев — патшалăхăн экономикăри тӳпине чакарса пырасси, пурлăха тытса тăрассипе çыхăннă тăкаксене чакарасси. Шăпах çакна тĕпе хурса ĕçленĕ. Пĕлтĕр 34,5 миллион тенкĕлĕх пурлăха сутнă — çак укçа бюджета кĕнĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах министр хăш-пĕр предприятин патшалăх аллинчи акцийĕсем сутăнманнине те çирĕплетрĕ.

Олег Николаев приватизацие йĕркеленĕ май пурлăхран хăтăлас тĕллеве кăна тĕпе хума юраманнине палăртрĕ. Ку ĕçе май пур таран тухăçлă тумалла — бюджета тупăш ытларах кĕтĕр. Мĕнпе республика, муниципалитсен нушисем валли усă курма пулать — сутма тăхтамалла. Çавăнпах, калăпăр, Шупашкарти Андриян Николаев космонавт урамĕнчи 14 «а» адреспа вырнаçнă çуртсен комплексĕпе шăпах çапла тунă — ăна приватизаци планĕнчен кăларнă. Унта агромаркет йĕркелеме йышăннă. Хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисене аталантарма меллĕ — çак тĕллевпе усă курĕç.



Хыпар
24 февраля 2022
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter