Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Шупашкар хулинчи Мухтав Монуменчӗ умне чĕрĕ чечексем хунă

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Шупашкар хулинчи Мухтав Монуменчӗ умне чĕрĕ чечексем хунă

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, вырӑнти ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗсенче наци интересӗсене харсӑррӑн хӳтӗленӗ паттăрсене асăнса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Хисепе тивĕҫнĕ, вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пынă кадетсем, Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ  Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш кадет корпусĕнче ăс пухакансем, хисеплĕ вахтăра тăнă.  Вĕсем вĕренӳре анчах мар, тĕрлĕ ăмăртусенче, олимпиадăсенче, гражданла патриотизм енĕпе ҫыхăннă мероприятисене хутшăнса пысăк кăтартусемпе палăрнă.

 «Тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен ҫак уяв Раҫҫей салтакӗсен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне тата хӑйсене шеллеменлӗхне, вӗсем тӑван ене чунтан парӑнса тӑнине сӑнарлать. Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн яланах тивӗҫлипе вӑй хурса ӗҫленӗ. Пирӗн ентешсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, вырӑнти ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗсенче наци интересӗсене харсӑррӑн хӳтӗленӗ. Сумлӑ ветерансен паттӑрлӑхне эпир яланах асра тытса пурӑнӑпӑр тата мӑнаҫланӑпӑр, ҫав паха тӗслӗхпе ҫамрӑксене  пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫре анлӑн усӑ курӑпӑр.  Ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ мухтавлӑ аслӑ ӑрӑвӑн чи лайӑх йӑли-йӗркине хальхи несӗлсем малалла тӑсаҫҫӗ: Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсенче служба ӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗршывӑмӑр чиккисене, тӑнӑҫлӑха тата ентешӗмӗрсен канлӗхне шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ. Хамăрăн ветерансен паттăрла ĕҫĕсене ĕмĕр асра тытăпăр.  Вĕсен паттăрлăхĕ пирки ҫитĕнекен ăрăва пĕлтерсе, вĕсем пек пулма, ҫĕршыва юратма тата ăна хисеплеме вĕренсе пырăпăр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕ ячĕпе саламланă май. 

Палăртнă мероприятине федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев, Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин, Раҫҫей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн  пуҫлăхĕ Альберт Савинцев, Чăваш ЕНри шалти ĕҫсен министрĕ Виктор Шметков, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп Управленийĕн пуҫлăхĕ Валерий Зеленин, Раҫҫей Наци гвардийĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Дмитрий Расчетов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – РФ Президенчĕн Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ   Ольга Петрова,   Чăваш Республикин ҫар комиссарĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Сергеев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин тата ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.   



24 февраля 2022
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter