Чӑваш Ен вакцинаци хӑвӑртлӑхӗпе Раҫҫейри вунӑ лидер патнелле ҫывхарать

Чӑваш Ен вакцинаци хӑвӑртлӑхӗпе Раҫҫейри вунӑ лидер патнелле ҫывхарать

Кун пирки паян Чăваш Республикинче коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтернĕ. Паян халăх регионта 59 пунктра усал чиртен асăрханса вакцинациленме пултарайрать.  Кунсăр пуҫне мобильлĕ майпа пĕтĕмпе 63 ушкăн ĕҫлет. Куҫса ҫӳрекен прививка пункчĕсем те сахал мар, вĕсем пĕтĕмпе 15 шутланаҫҫĕ.  Планпа пăхса хăварнинчен 72,8 процента яхăн граждансем вакцинациленнĕ.  Кăтарту ҫав тери аванах  мар, мĕнпур халăхран ҫак кăтарту 45,9 процент пулать.  Республикăра коллективлă иммун тытăмĕ 50,4 процентпа танлашать.

Оперативлă штабăн ларăвĕнче паян шкул ачисене нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуҫласа куҫăм формăпа вĕрентме йышăну пăхса хăварнă. «Шкулсенче ачасене куҫăм формăпа вĕрентме пуҫламалла.  Пур-ха хăш-пĕр классем, ăҫта чирлекенсен йышĕ нумай, вĕсенче пур-пĕрех дистанци мелĕпе вĕрентмелле», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Пурĕ те 5 шкулта дистанци мелĕпе хăш-пĕр классенче вĕренекенсене вĕрентĕҫ.   

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров Чăваш Ен Пуҫлăхĕ каланă сăмахпа килĕшнĕ.  «Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва пăхас пулсан, япăхах мар.  Енчен те иртнĕ эрнере шкул ачисемпе вĕрентекенсем вăтамран 200 ҫын чирленĕ пулсассăн, паянхи куна ҫак кăтарту 100 ҫынпа танлашать.  Апла пулсан чирпе вăраха кайса чирлекенсен шучĕ чакса пыни куҫ кĕретех», – тенĕ ведомство ертӳҫи.

Республика Пуҫлăхĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенче профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмаллине чĕнсе каланă.  Енчен те йĕрке пăссан, явап тыттарасси те часах пулĕ тенĕ вăл.   

Кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă чарусене хальлĕхе регионта ҫаплипех хăвармалла тесе палăртса каланă паянхи оперативлă канашлăвăн ларăвĕнче.  Ыйту пур-пĕрех кун йĕркинче юлать, ҫитес эрнере тепĕр хут ун патне таврăнмаллине асăннă Пуҫлăх сăмаха ҫавăрса.   «Ку эрнере анчах мар, тепĕр эрнере те лару-тăрăва ҫирĕп сăнаса пырăпăр. Енчен те кăтартусем лайăх енне куҫсан, тен чарусене пăрахăҫлама та тивĕ», – палăртнă Олег Николаев. Чи кирли – халăхăн вăраха кайса вакцинациленсе пымалла мар. Нарăсăн 21-мĕшĕнчен пуçласа антителăллă çынсене куар-код пама тытăннă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче регионта пĕтĕмпе 13 медицина учрежденийĕнче усал чирпе аптракансене йышăнма хатĕр пулнине асăннă, пурĕ сиплев учрежденийĕнче 1797 ҫын хăйсен сывлăхне ҫирĕплетет тенĕ вăл.  Covid-19  чирпе нушаланакансем те ҫук мар, калăпăр паян кăна 229 ҫыннăн чир пуррине ҫирĕплетнĕ.   Антитела пур пулсан, ҫынсем тӳрех сертификат илме пултараҫҫĕ. 

Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче 112 номерпа шăнкăравлакансен йышĕ кăштах чакнине хыпарланă. Кунне службăна  вăтамран 200-250 ҫын шăнкăравланине те пĕлтернĕ министр. Усал амак чирĕ алхаснă тапхăрта вăтамран кăтарту 1000 иртсе кайнине палăртнă ведомство пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче медицина организацийĕсене пулăшу парас тĕллевпе автомашинăсем парса тивĕҫтернине хыпарланă. Нарăс уйăхĕн 18-24-мĕш кунĕсенче пĕтĕмпе 25 хутчен тĕрлĕ вырăна ҫитсе килнĕ. Хăшĕсене эмелсем, хăшĕсене килсенче вакцинаци тума, тухтăрсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна  илсе ҫитерме, чирлисене туххăмрах пулăшу пама витĕм кӳнине те палăртнă министр.  

60 ҫултан иртнисене регионта пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Халăха социаллă пулăшу памалли 23 центрта ятарлă «хĕрӳ линисем» йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур халăха регионта пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ, вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.



25 февраля 2022
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter